Пурнăçра чи кирли — тỹрĕ кăмăлпа пурăнни, теприне ырă туни, пĕр-пĕрне юратни. Ачасенче çак ырă енсене çамрăкранах вăратас ĕçре çемьепе шкул килĕшỹре ĕçлени ырă çимĕçне парать.

«Чи пĕлтерĕшли çинчен калаçасси» темăпа иртнĕ мероприяти вăхăтĕнче Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнчи кĕçĕн класра вĕренекенсем Лаш Таяпа ялĕнчи Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркĕве çитсе курчĕç. Чиркỹ настоятелĕ Силуан (Козлов) иероманах ачасене ăшшăн кĕтсе илчĕ. Чи малтанах вăл вĕсене чиркỹ историйĕпе паллаштарчĕ.
Чиркỹ çумĕнчи музейре пулни вĕренекенсене кăштах вăхăта та пулсан аваллăха лекме май пачĕ. Кунта вĕсем ĕлĕкхи документсемпе, авалхи сăн ỹкерчĕксемпе, кил-çуртра тата чиркỹре усă курнă япаласемпе кăсăклансах паллашрĕç. Тихон патриарх пурнăçĕ çинчен те каласа кăтартрĕ Силуан атте. Пурнăçне Тăван çĕршывшăн, унăн халăхĕшĕн пурăнса ирттернĕ вăл.
— Халăхшăн тăрăшни те — пысăк паттăрлăх, Тăван çĕршыва чунтан юратнин палли, — палăртрĕ чиркỹ настоятелĕ.
Вĕренекенсем тĕл пулупа кăмăллă юлчĕç.
Зинаида МИХЕЕВА.

