Ял хĕрарăмĕн пурнăçĕ нихçан та çăмăл пулман. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пурнăçа самай йывăрлатнă. Вăрçă умĕн тата вăрçă вăхăтĕнче çуралнисен ачалăхĕ пулман тесен те йăнăш пулас çук. Тăраниччен çăкăр çиесси ĕмĕтре юлнă. Ăшă тумтир çук, çурта ăшăтма вутă пулманни чĕрене витернĕ. Вăрçă хыççăн та çăмăлах пулман — хавшаса юлнă хуçалăхсене ура çине тăратас тесе анне-аттесен ир пуçласа каçченех ĕçлеме тивнĕ.

Çавăн пек йывăр вăхăтра çĕр çине килнĕ Вера Викторова. Вăл 1945 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Кивĕ Сĕрель ялĕнче çуралса ỹснĕ. Иккĕн пĕр тăван пулнă вĕсем: Юра тата Вера. Утма-чупма тытăнсанах ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ĕç çумне çыпăçса пынă ачасем: çум çумланă, хирте пучах пуçтарнă, кил-тĕрĕшри ĕçсене пурнăçланă.
Ялти пуçламăш шкултан вĕренсе тухсан 4 çухрăмри кỹршĕ яла вĕренме çỹренĕ, кунта 7 класс пĕтернĕ. Кирек мĕнле çанталăкра та такăрлатнă ачасем килпе шкул хушшинчи сукмака. Вĕренес ĕмĕт пысăк пулнă хĕр ачан. Тарăнрах пĕлỹ илес кăмăл Канаш районĕнчи Ямаш ялĕнчи вăтам шкула илсе çитернĕ ăна. Утмалли çул татах вăрăмланнă: 7 çухрăм таран. Çамрăк хĕр ача йывăрлăха парăнман, лайăх вĕренсе алла аттестат илнĕ. Малалла — тĕп хуламăрти ял хуçалăх институчĕ. Экзаменсене ăнăçлă тытса зоотехник пулма шут тытать хĕр. Студент çулĕсем питĕ хăвăрт шуса иртеççĕ. Çак çулсенче хăйĕн шăпине тупать — Аслă Пăла Тимеш каччипе Виссарион Григорьевич Викторовпа паллашать пике. Каччă инженер-механик специальноçне алла илес тесе çак институтрах вĕреннĕ. Юратупа çунатланнă çамрăксем пĕр-пĕринсĕр пурăнма пултарайманнине туйса вĕреннĕ хушăрах çемье йĕркелеççĕ. Пĕрремĕш ача та студентсен çемйинче кун çути курать — ывăлне Юрий ят параççĕ. Алла диплом илсен çамрăк мăшăр Аслă Пăла Тимеш ялне таврăнать. Вĕсене ватă ашшĕ-амăшĕ, кивĕ кил-çурт кĕтсе илет. Лайăх аталанса пыракан «Победа» колхоз ертỹçисем çамрăк мăшăра иккĕшне те хапăл туса кĕтсе илеççĕ, тỹрех хăйсен специальноçĕпе ĕçе вырнаçтараççĕ. Килĕшỹре пурăнакан мăшăрăн юрату чечекĕсем хушăнсах пыраççĕ: Наташа, Альбина, Марина. Çамрăксем ĕçре чухне ачасене ватăсем хăйсен хỹттине илнĕ.
Çемье ỹссе пынă май мăшăр кивĕ çурт тивĕçтерменнине ăнланса пĕренерен пилĕк стеналлă пỹрт купаласа лартать. Мĕн тĕрлĕ савăнăçпа тулать кил-çурт çемье çĕнĕ çурта пурăнма куçсан. Çĕнĕ çурта вара тепĕр «çĕнĕ кайăк» вĕçсе кĕрет — Лариса çуралать.
Шел пулин те, çемьери телейпе савăнăç нумая пымасть — кĕçĕн хĕрĕ икĕ çул тултаричченех çемье пуçлăхĕ Виссарион Григорьевич сасартăк чĕрепе аптраса ỹксе пурнăçран уйрăлать. Тĕнче ишĕлсе аннă евĕрех туйăнать Вера Васильевнăшăн çак вăхăтра — пилĕк ача тата ватă хунямăшĕ унăн куçĕнчен пăхаççĕ. Куççульне шăлса тата шăлне çыртса çамрăк хĕрарăм хăй миçе çын шăпишĕн яваплă пулнине туйса малалла талпăнать. «Победа» колхозра йĕрке питĕ çирĕп пулнă. Кашни ирех 5 сехетре специалистсем наряда пухăннă, ĕç кунне çирĕплетнĕ. Вутă хутса пỹрте ăшăтмалла, ачасене валли апат хатĕрлемелле, выльăх-чĕрлĕхне те тăрантармалла. Миçере тăрса пурнăçланă-ши мăнтарăн хĕрарăмĕ çак ĕçсене наряда çитиччен? Çуллахи вăхăтра специалистсене те сухан-севок, кишĕр-чĕкĕнтĕр пайĕсем уйăрса панă. Вера Васильевна та ачисене пуçтарса уй-хире çумран тасатма васканă. Ачисем амăшне хисеплени, юратни пĕтĕм йывăрлăха çĕнтерсе пыма пулăшнă.
Вăхăт малаллах шăвать. Ачасем пĕрин хыççăн тепри ялти вăтам шкултан вĕренсе тухса хулари аслă вĕренỹ заведенийĕсен алăкĕсене уçаççĕ, тивĕçлĕ пĕлỹ илеççĕ.
Асли — Юрий — Совет Çарĕнче пулса арçын тивĕçне пурнăçланă хыççăн куçăмсăр майпа Кооператив институтĕнче вĕренет. Пĕлỹ илнĕ вăхăтрах мăшăрланать, çемьере ывăл çуралать. Кирлĕ пĕлỹ илсен тăван тăрăха таврăнать мăшăр. Юрий районти пĕр организацинче товаровед пулса ĕçлет, мăшăрне Надежда Алексеевнăна та ялтах ĕç вырăнĕ тупăнать. Савăнса анчах пурăнмалла. Анчах та 4 çула çеç пырать çемье телейĕ — Юрий Виссарионович йывăр чире пула пурнăçран уйрăлать. Амăшĕн чĕри çак йывăр çухатăва та чăтса ирттерет. Кинĕпе мăнукĕшĕн тĕрев пулма тăрăшать вăл.
Викторовсен хĕрĕсем çитĕнсе çитсен тĕнчен тĕрлĕ кĕтесне саланнă. Наташа та кооператив институтĕнче пĕлỹ илнĕ, Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать. Хăй алла илнĕ профессипех ĕçлет, çемьеллĕ, мăшăрĕпе 2 ача ỹстерсе вĕсене аслă пĕлỹ илме пулăшнă.
Альбина Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче химипе биологи факультетĕнче вĕреннĕ. Ял каччипех пĕрлешсе çемье тĕвĕленĕ, халĕ Мускавра пурăнаççĕ, 1 хĕр ỹстереççĕ.
Марина та çак институтра чăваш чĕлхипе литература уйрăмне пĕтернĕ, шкулта вĕрентет. Мăшăрĕпе Вăрнарта пурăнаççĕ, 2 ачана пурнăç парнеленĕ вĕсем, аслă пĕлỹ илме пулăшнă.
Медицинăна кăмăлланă Лариса медицина факультетĕнчен вĕренсе тухса тухтăр пулса тăнă, Мускавра тĕпленсе пурăнать. Çемьере 2 ача çитĕнет.
Çуллахи вăхăтра Викторовсен çурчĕ ачисемпе тата вĕсен мăшăрĕсемпе, 8 мăнукĕпе, 2 кĕçĕн мăнукĕпе тулать. Хуçалăхри ĕçсене пурнăçлама пулăшаççĕ вĕсем, пахчари йăрансене çумран тасатаççĕ. Асламăшĕ, кукамăшĕ вĕсене сĕтпе сăйлама качака усрать, чăх-чĕп тытать. Тĕпренчĕкĕсемшĕн чун ăшшине шеллемест вăл — савăнăçпа тулса тăрать пỹрчĕ вĕсем пур чухне.
Тăван хуçалăхра пĕр улшăнмасăр 35 çул тăрăшнă Вера Васильевна, пархатарлă ĕçĕшĕн «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ. Ача амăшĕн медалĕ пур, Хисеп тата Тав хучĕсем сахал мар унăн. Чи хаклă парне вара — пурнăçра хăйсен вырăнĕсене тупнă пархатарлă ачисем. Вĕсем çĕршывшăн юрăхлă çынсем пулни амăшĕн чунне савăнтарать.
Вера аппан çын хушшинчи ячĕ хисеплĕ. Халăх хисепне пархатарлă ĕçпе, сăпайлăхĕпе, ырă чунĕпе çĕнсе илнĕ вăл. Хаклă юбиляра вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунатпăр.
Зинаида ПОРТНОВА, Аслă Пăла Тимешри
ветерансен канашĕн ертỹçи.

