Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Цифра ăнăçăвĕсем çĕнĕ çитĕнỹсене никĕслеççĕ

Цифра ăнăçăвĕсем çĕнĕ çитĕнỹсене никĕслеççĕ

Олег НИКОЛАЕВ, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ:

— «Кăтартусен экономики» пĕтĕм отрасле патшалăх сервисĕсене пĕрлештерекен çул-йĕр пулса тăрать. Эпир автоматизаципе цифровизаци ĕмĕрне пурăнса ирттернĕ, халĕ пысăк калăпăшлă кăтартусемпе тĕрĕс ĕçлессине йĕркелемелле. Вĕсене шута илсе регионсемпе ĕçлемелли концепцие çирĕплетнĕ. Шăпах çак енĕпе малалла ĕçлĕпĕр. Ку пире пулăшусемпе, сервиссемпе çĕнĕ шайра пахалăхлă тата хăвăрт, хăш-пĕр çĕрте граждансем хутшăнмасăрах тĕп-тĕрĕс тата хăрушлăхсăр усă курма май парĕ. Кăтартусен хăрушсăрлăхĕ — тĕп тĕллевсенчен пĕри. 2030 çул тĕлне ку енĕпе тивĕçлĕ вырăн йышăнасса шанса тăратăп.

Патшалăх Канашне янă Çыруран.

Чăваш Ен юлашки 5 çулта цифра трансформацийĕ енĕпе курăмлă çитĕнỹсем тунă. Çак ĕç çĕнĕ «Кăтартусен экономики тата патшалăхăн цифра трансформацийĕ» наци проекчĕпе килĕшỹллĕн малалла тăсăлĕ.

Çитĕнỹсене цифрăсем çирĕплетеççĕ: цифра трансформацийĕ: 18 отрасльте 142 проекта пурнăçа кĕртнĕ, 235 ĕç вырăнĕ тупнă. Цифра çине куçнă кăтарту 85,5 процентпа танлашать.

Патшалăх пулăшăвĕсем: онлайн пулăшăвне илесси пысăк.

Инновацисем: Чăваш Ен Раççейре чи малтан патшалăх управленийĕнче «Госключ» технологие алла илнĕ. Управляющи компанисене «ГосТех» платформа урлă лицензисемпе тивĕçтерме тытăннă. Çапла ĕçлесси чылай меллĕрех.

Хăрушлăхсăр хула: комплекс кăтартнă тăрăх, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта преступлени тăвасси чакнă, çулсем çинчи лару-тăру лайăхланнă. Планра — асăннă системăна ытти муниципалитетра та сарасси.

Çыхăну: Чăваш Енри социаллă пĕлтерĕшлĕ 480 объекта «Цифра экономики» наци проекчĕн «Цифра тан марлăхне пĕтересси» проекчĕпе килĕшỹллĕн пысăк хăвăртлăхлă интернетпа çыхăнтарнă.

Чăваш Енри цифра трансформацийĕ çĕнĕ нацпроект кăтартăвĕсемпе малашне те савăнтарасси нимĕн чухлĕ те иккĕлентермест.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code