Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пирĕн нушана ăнланнăшăн — чĕререн тав сăмахĕ!

Пирĕн нушана ăнланнăшăн — чĕререн тав сăмахĕ!

Январĕн 15-мĕшĕ пирĕн çемьешĕн аса илме хăрушă кун пулса юлчĕ. Пушарта çурт-йĕрпе хуралтăсем çунса кайрĕç. Хĕл варринче урамра тăрса юлтăмăр. Вут-çулăмра кил-çуртри мĕнпур япала — сĕтел-пукан, çи-пуç çунса кĕлленчĕ. Кирлĕ документсемпе пухнă укçа-тенке те илсе тухма май пулмарĕ.

Кĕçĕн Таяпа территори пайĕн пуçлăхне Лариса Николаевна Ильинăна, служба тивĕçĕсене пурнăçлакан МЧС, газ хуçалăхĕн, васкавлă пулăшу, полици ĕçченĕсене вĕсен оперативлă ĕçĕшĕн пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Тăвансем анчах мар, пĕтĕм ял-йыш, округра пурăнакансем те ушкăнпа (эпир вĕсенчен хăшĕ-пĕрне палламастпăр та) кар тăрса пулăшу аллине тăсма ỹркенсе тăмарĕç. Вĕсем çак вăхăтченех пирĕнпе юнашар, юхăннă хуçалăха çĕнĕрен çĕклеме укçа-тенкĕ парса пулăшаççĕ, йывăр шухăшсемпе суранланнă чун-чĕрене йăпатма ăшă сăмахсем тупаççĕ. Пирĕн нушана ăнланнăшăн, пулăшнăшăн сире пурсăра та пысăк тав сăмахĕ калатпăр. Эсир инкеке лекнĕ çыншăн тăрăшса ырă ĕç туни сирĕн пата та ырăпа анчах таврăнтăр, инкек-синкек сирĕн тĕлтен пăрăнса ирттĕр.

Кĕçĕн Таяпа ялĕнчи СИМАКОВСЕМ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code