Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Обществăшăн хăрушă

Обществăшăн хăрушă

Наркотуртăмăн малтанхи тапхăрĕсене асăрхани пĕлтерĕшлĕ. Ачан шухăш-кăмăлĕ тỹрех улшăнать кун пек чух.

Наркоманипе вăрах вăхăт чирлекенĕн алă çинче укол йĕрĕсем курăнаççĕ, куç айĕ тăртанни палăрать. Наркотик витĕмĕ кĕске вăхăтлăх кăна пулма, витĕмĕ пĕтсенех çын хăйне япăх туйма, пусăрăнма, хаярланма тата ытларах хĕрсе кайма пултарнине шута илмелле. Унăн черетлĕ «дозăна» тупассишĕн кирек мĕнле чăрмава часрах сирес туртăм вăйланать. Хăшĕсен ку тапхăр кĕске вăхăта пырать, унтан тăрук депресси пуçланать.

Ачасене наркотик тыткăнĕнчен мĕнле упраса хăварма пулать-ха? Сывă пурнăç йĕркине çемьерен, садикрен, шкултан пуçласах хăнăхтармалла. Çак тĕллевпе ашшĕ-амăшĕн, педагогсен, психологсен, медицина ĕçченĕсен, общество представителĕсен пĕрле тăрăшмалла.

Рената ШАКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code