Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Аудиокĕнеке хатĕрлесшĕн

Аудиокĕнеке хатĕрлесшĕн

Чăваш Наци библиотеки сасăпа вулакансен «Тăван сăмах» конкурсне пуçарнă. Ăна аудиокĕнекесем хатĕрлес тĕлĕшпе ирттереççĕ.

Электронлă библиотекăра хальхи вăхăтра чăвашла тата вырăсла 100 ытла аудиокĕнеке упранать. Ăна паллă артистсем вуланă.

Конкурсантсен Наци библиотекин сайтĕнчи «Чăваш ача-пăча литератури» электронлă коллекцири проза жанрĕпе çырнă пĕр-пĕр хайлава вуласа аудио çыртармалла, ăна вулавăша апрелĕн 13-мĕшĕччен ярса памалла. Авторсем хăйсен произведенийĕсене те вулама пултараççĕ. Чи лайăх хĕрарăм вулавĕ, арçын вулавĕ, ачасемпе çамрăксен вулавĕ, автор вулавĕ номинацисенче хаклĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code