Шăмăршăри «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕнче 2024 çулта çĕршывăн тĕрлĕ регионĕнчен 65 пин турист пулса курнă.
«Туризм тата тараватлăх» наци проектне хутшăнса, парк территоринчи инфраструктурăна тĕпрен лайăхлатма шутлаççĕ. «Шăмăршă çĕрĕн аваллăхĕ» турист маршручĕ йĕркеленĕ май, А-151 трасса çинче çул хĕрринчи сервис объекчĕсем тата хăнасем валли çĕр каçмалли пĕчĕк пỹртсем лартма палăртнă.

