Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Новости республики > Чĕр чунсене шутлаççĕ

Чĕр чунсене шутлаççĕ

Çак тĕллевпе республикăра тĕпчемелли 59 территори палăртнă. Çавна май чĕр чунсен тĕнчине тата çут çанталăк территорийĕсене сыхлакан дирекцин сунар инспекторĕсем 5112 çухрăм утса тухма тивĕ.

Дирекцин тĕп инспекторĕ Сергей Ксенофонтов палăртнă тăрăх, хĕллехи маршрут шутлавĕ виçĕ тапхăрпа иртет. Малтанхи тапхăрта 15 çухрăмран вăрăм мар маршрутсене палăртаççĕ. Тепрехинче шутлав ĕçне йĕркелеççĕ: пĕрремĕш кун кивĕ йĕрсене тасатаççĕ, иккĕмĕш кунĕнче çĕнĕ йĕрсене шутлаççĕ. Виççĕмĕш тапхăрта вăл е ку лаптăкри чĕр чунсен шутне палăртаççĕ. Çапла майпа пăши, хир сысни, хир качаки, мулкач, тилĕ, пакша, кашкăр, çỹлевĕç, хырлăх кайăкĕн йышне пĕлме пулать.

Тĕп инспектор асăрханă тăрăх, республикăра пăши, хир качаки, мулкач, тилĕ йышĕ ỹснĕ. Эппин, шутлав мероприятийĕсене ирттернин усси пур. Чĕр чунсене шутлас ĕç пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче вĕçленмелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code