Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Эх, хаксем…

Эх, хаксем…

Хаксем мĕншĕн ỹсеççĕ? Çак ыйтăва «çỹлти» финансистсем тата политологсем çапла хуравлаççĕ: «Тĕнчери конъюктура хистет».

Сăмахĕ тата ку — конъюктура. Словаре пăхса мĕн иккенне пĕлтĕм-ха. «Политикăри тата экономикăри лару-тăру» тенине пĕлтерет иккен. Радио е телевизор умĕнче ларакан ватă çын çак сăмаха илтсен тĕлĕнĕ.

— Мĕн япали ку? Мĕн тĕслĕ? Мĕн тумалли? — темиçе ыйту та çуралĕ унăн хĕрес хывса илнĕ май.

Енчен те лару-тăру айăплă тесен ватăсем хăйсен çамрăк чухнехи вăхăтне аса илĕç.

1948 çулта пирĕн çĕршывра тавар туянмалли карточкăсене пĕтернĕ. Англире 1953-1954 çулсенче тавар хакĕсем пĕр шайра тăнă. 1961-1981 çулсенче унта электроэнергин пĕр киловачĕ 4 пус пулнă. Çирĕм çул хушши!

Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-80-мĕш çулĕсенче пирĕн патăмăрта пĕр литр сĕт 12 пус, солярка 4 пус пулнă. Паян пачах урăхла: солярка 60 тенкĕ ытларах, сĕт 28 тенкĕ. Сĕт хакĕ çуркуннепе çулла чакасси паллă.

Тырă туса илессипе Европăра эпир чи малта. Çав вăхăтрах çăкăр-булкăн, кондитер таварĕсен хакĕсем ỹссех пыраççĕ. Вăл СВОпа çыхăннине ăнланатпăр-ха. Анчах 2022 çулччен те хаксем çỹлеллех кармашнă. «Конъюктура» тесе кулянаççĕ тата тỹре-шарасем.

Пирĕн укçана (пирĕнне кăна мар, пĕтĕм тĕнчери укçасене) доллар «хỹринчен» кăкарса хунă. Вăт, çав хỹрене татмалла!

Совет Союзĕнче доллар хакне (80-90 пус) правительство çирĕплетнĕ. Çавăншăн та курайман пире Хĕвеланăç. Çапах та ăнланнă. АПШн госсекретарĕ пулнă Киссинджер Союз салансан çапла каланă: «Çĕр чăмăрĕ çинчи чи тỹрĕ, тĕрĕс çĕршыв пăчланчĕ».

Совет Союзĕ саланнипе хавхаланса тăшмансем халĕ Раççее пĕтересшĕн. «Раççей имшерсе пырать, вăл «сивĕ вăрçă» вăхăтĕнчи пек хăватлă мар», — тесе калаççĕ, санкцисемпе хĕсеççĕ. Вĕсене пулăшакансем таçта аякра мар, хамăр хушăмăртах: спекулянтсене чараймастпăр, сутăнчăксене каçаратпăр. Вĕренĕн вĕçĕ пур. Çитет çак çĕрĕк вĕрене явса ларма. Çĕнни, çирĕппи пирки шутлас пулать.

Александр СОРОКИН.
Елчĕк.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code