Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ

Васильч

(Калав)

Хветуç аппа старикĕ — Хветĕр Васильч. Кушакне те «Васильч» тесе чĕнеççĕ.

Вĕсемпе кỹршĕллĕ пушă çурта 3-4 çул каялла хула çыннисем туянчĕç. Çуркунне-çулла пахча çимĕç, хур-кăвакал çитĕнтереççĕ те кĕркунне тирпейлесе хĕл каçма хулана каяççĕ.

Пĕр кунхине Хветуç аппан кушакĕ, хайхи, Васильч, вилет. Хветĕр сарайĕнчи нỹхрепре юсав ĕçĕпе аппаланать. Хăй тĕллĕн тем мăкăртатать, тăрсан-тăрсан кирлĕ мар сăмахсемпе сыпăнтарать предложенисене.

Мăнтарăн кушакне юлашки çула ăсатма Хветуç аппа пĕчченех каять. Каялла килнĕ чухне, çурма çулта, кỹршĕ майри — Рая тĕл пулать:

— Здоровеньки булы, Хветуççа батьковна! — тет сăмаха кивçене кайма юратманскер. — Мĕн ĕçлен?

— Тем каламалла ĕнтĕ, — аптăрать ял хĕрарăмĕ, — Васильча, чирлĕскере, Турă хăй патне илчĕ. Ну, макăртăм шеллесе, ав, çырмана чавса чикрĕм.

Çакна илтсен хула кỹрши хăй ăçта кайма тухнине те манса каять. Ĕнер кăна курнăччĕ-çке вăл Хветĕр Васильча. Ак, тамаша!

— Пулма пултараймасть! — ик пĕççине те шарт! çапать Рая аппа. — Васильч вилнĕ? Мĕскер çапса хуçнă? Эй, ара, эпĕ ăна хальтерех кăна курнăччĕ вĕт-ха!

— Аха, ĕнер кăна чупса çỹретчĕ.

Çакна илтсен Рая аппан куçĕсем черкке пек чарăлса кайрĕç.

— Паян ирех хăйне япăх туйнине сисрĕм, — тăсрĕ сăмахне малалла хĕрарăм. — Кăмака çумне выртрĕ. Пĕр-иккĕ сывласа илчĕ те шăпланчĕ.

Рая аппа сисмесĕрех хăй çине хĕрес хучĕ:

— Мĕнле пулать-ха пурнăçра? — сăмахларĕ вăл, — паян кăна Васильч пурччĕ, ак сана ме… Кĕреçепе тачкă мĕн тума кирлĕ терĕн?

— Ав, пахча хыçĕнчи çырмана чавса чикрĕм! — ăнлантарать Хветуç аппа.

Рая аппа илтнĕ-ха кунта ытларах язычниксем пурăннине, вĕсен йăли-йĕрки урăхлараххине. Çапах та питĕ тĕлĕнчĕ Хветуç упăшкине çырмана пытарнинчен.

— Ай-яй! — веçех аптăрать Рая аппа. — Тачкăпа илсе кайнă та чавса чикнĕ… Йăли-йĕркине çакăн пек тытаççĕ-шим?.. Участковăйне пĕлтермеллех.

Хветуç аппа кỹрши çине ăнланмасăр пăхать:

— Тен, хулара йĕрки урăхла, — кăмăлсăрланчĕ кинемей. — Эсир вĕреннĕ, ăслă-тăнлă çынсем. Мĕн те пулин пулсан — тỹрех полици, юстици, кайран — допрос, опрос, очная ставка. Тьфу! Пирĕн кунта хамăрла. Вилнĕ — хрен с ним. Шăтăк чав та хупласа хур. Çырмара вырăн пурин валли те çитет.

— Да-а-а… — ик аллине те хирĕç çапать хула çынни тĕлĕнсе.

— Ăçта пытарас ман ăна вилсе кайрĕ пулсан? Çуркунне шывпа юхтарса янă пулăттăм-ха та. Масар çинче православнăйсемпе пытараймăн — ытла чаплă пулать… Ĕлĕкренех çырмана пытарнă.

— Эй, кỹршĕ, тĕлĕнтеретĕн вĕт-ха эсĕ, — сывлăш çавăрса илсе сăмах хушрĕ «допрос» тăвакан. — Пурне те çырмана-и? Кай-кай-кай, нумай пытарнă-им вара эсĕ?

— Ну, аса илсен самай пуçтарăнать пуль, — шухăшлăн пĕлтерчĕ Хветуç аппа. — Васильчсăр пуçне Михалч пулса. Унтан малтан — Степанч, апата вăрттăн çиетчĕ. Вара — Тимофеич, ăна шыраса тупса килеттĕм. Виç-тăват каç та таврăнмастчĕ. Эй! Темлине те курнă. Тем те кăтартнă. Халĕ пурте пĕр йĕркепе выртаççĕ: Васильч, Михалч, Степанч, Тимофеич — манăн юратусем.

Пĕлме çук, малалла мĕн пулатчĕ. Хветуç хыçĕнче мăшăрĕ — Хветĕр Васильч, тăпрапа вараланса пĕтнĕскер, куçĕсемпе çисе ярасла:

— Мана вĕлерес тетĕн, кукăр турчăка! Мана тăпра мăй таран хупларĕ. Эпĕ кăшкăратăп, кăшкăратăп… аран йăраланса тухрăм. Эсир кунта иккĕн пĕр пасар тăватăр!

Вырăс майри, курăк çинче лараканскер, йăванса кайрĕ те тăнне çухатрĕ.

Сергей ТРОФИМОВ,
Лаш Таяпа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code