Елчĕкри Иванов урамĕн 13-мĕш çуртĕнче нумай учреждени вырнаçнă. Округри халăхăн пысăк пайĕ вара унти нумай функциллĕ центра ытларах килет.

Пурнăçĕ те çапла халь: НФЦсăр ни унта, ни кунта, тейĕн. Кирек мĕнле документ кирлĕ пулсан та çавăнта çул тытатпăр. Меллĕ те, хăвăрт та, шанчăклă та. Специалистсем пысăк квалификациллĕ, тарават, сăпайлă. Ара, хуçине кура пулĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ хаклав кĕнекинче заявлени паракансем кунти ĕçченсем пирки ăшă кăмăлпа çырса хăварнисем чылай.
Нумай функциллĕ центра мĕн уçăлнăранпа (ака уйăхĕ, 2013 ç.) Людмила Викторова ертсе пырать. Унтанпа кунта тĕп юсав ĕçĕсем те ирттернĕ, пулăшу анлăшĕ те самаях ỹснĕ. Пĕтĕмпе тĕрлĕ 150 ытла пулăшу ĕçĕсене илме май пур. Куçман пурлăх килĕшĕвĕсене регистрацилесси, куçман пурлăхăн патшалăх кадастр учечĕ, ачасене пособисем тỹлессине палăртасси, граждансене пурăннă вырăнта е килнĕ вырăнта регистрацилесси…
Хастар коллектив пулăшу ĕçĕсен калăпăшĕ ỹссе пытăр тесе тăрăшать. Çак тĕллевпе НФЦ хăй çеç мар, территори пайĕсенчи библиотекăсенче те муниципалитет пулăшу ĕçĕсем парассипе «пĕр чỹрече» принциппа ĕçлеççĕ.
Ĕçри килĕшỹ, тивĕçе туллин тата тỹрĕ кăмăлпа пурнăçлани ỹсĕмсен çулне калăплать. 2014 çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх коллектив «Чăваш Республикинче патшалăх тата муниципалитет пулăшу ĕçĕсем парассипе чи лайăх ĕçлекен НФЦ» конкурсра 1-мĕш вырăн йышăннă. Унтанпа çулсерен малти вырăнсене тухса пырать. Директор хăй те, команда членĕсем те хăйсене сахал мар тĕрĕсленĕ пултарулăх тупăшăвĕсенче, çавна май тĕрлĕ шайри дипломсене тивĕçнĕ.
Тепĕр çитĕнỹ пирки асăнса хăвармаллах. 2021 çулта учреждени Раççей шайĕнчи конкурсăн «Пĕчĕк хуласенчи нумай функциллĕ центр» номинацийĕн лауреат ятне çĕнсе илнĕ. Конкурс ĕçĕсене хакланă чух нормăпа право актĕнчи чылай критерине тĕпе хурса ĕçленине, çынсен хаклавне, ĕç графикĕ меллĕ тата халăха сĕнекен пулăшусен тĕсĕ анлă пулнине, хушма пулăшусемпе тата сервиссемпе тивĕçлĕ ĕçлеме пултарнине шута илнĕ. Çĕнтерỹçĕсене Мускавра РФ Экономика аталанăвĕн министрĕ Алексей Херсонцев чысланă.
Коллектива ăнăçу çулĕпе ертсе пыраканĕ пирки те сăмах пуçарни кирлех. Людмила Викторова Аслă Таяпа ялĕнче çуралса ỹснĕ. Вăтам шкула пĕтернĕ хыççăн 1992-1998 çулсенче Мускаври потребитель кооперацийĕн Шупашкарти университетĕнче вĕреннĕ, 2012-2014 çулсенче «Юриспруденци» направленийĕпе бакалавриат программине ăса хывнă. Район администрацийĕнче тĕп специалистра, ун хыççăн Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕн пай заведующийĕнче ĕçленĕ.
Людмила Николаевна ĕç вырăнĕнче кунсерен вуншар çынна йышăнать. Кашнийĕнпе уççăн хутшăнать, нихăçан та сасă хăпартса калаçмасть, ырă кăмăллă. Вăл обществăлла ĕçсене хутшăнма та ĕлкĕрет. 2016 çултанпа «Единая Россия» партин вырăнти политканашĕн, 2010 çултанпа «Чăваш Енри хĕрарăмсен союзĕн» районти уйрăмĕн членĕ. 2017 çулта вăл «Чăваш Енĕн çамрăк директорĕ» конкурсăн «Хĕрарăм — политикăра» номинацире I степень çĕнтерỹçĕ Дипломне тивĕçнĕ.
Людмила Викторовăна ĕçри хастарлăхшăн тата обществăри активлăхшăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тавĕпе, ЧР Патшалăх Канашĕн, ЧР Экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министерствин тата ытти ведомствăсен Хисеп хучĕсемпе чысланă.
Е.ПЕТРОВА.

