Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕр лаптăкĕсен тĕлĕшпе — çĕнĕлĕх

Çĕр лаптăкĕсен тĕлĕшпе — çĕнĕлĕх

Куçман пурлăха регистрацилесси çинчен калакан саккуна улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсем кăçалхи мартăн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ.

Росреестр специалисчĕсем палăртнă тăрăх, ку çĕнĕлĕх çĕр лаптăкĕсене тата вĕсем çинче вырнаçнă çуртсемпе хуралтăсене пырса тивет. «Патшалăхăн пĕрлехи реестрĕнче (ЕГРН) çĕр лаптăкĕсен чиккисене палăртнине кăтартакан сведенисем çук пулсан — регистраци тумаççĕ.Çав çĕр пайĕ çинчи строительство объекчĕсене те кадастр учетне тăратмаççĕ», — ăнлантараççĕ экспертсем.

Çак сведенисем çĕр лаптăкĕ ăçта вырнаçнине тата унăн калăпăшне палăртма кирлĕ. Тĕслĕхрен, çĕр сутакан туянакана ют çыннăн çĕр лаптăкне кăтартма пултарать. Ултав çиеле тухсан унăн суда кайма тивет. Çĕр лаптăкĕн чиккисене тĕрĕс палăртманнипе çĕр хуçисен час-часах хирĕçỹ сиксе тухать. Сăмахран, кỹршĕри çĕр пайĕн харпăрлăхçи çĕнĕ çынсене манăн çĕр çине кĕрсе кайнă тесе айăплама пултарать. Тĕрĕслĕх шыраса вĕсем суда çитеççĕ.

Çурт-хуралта ют çыннăн çĕр лаптăкĕ е унăн пĕр пайĕ çине çĕклесе лартнă тĕслĕх те сахал мар. Ку та саккунпа килĕшсе тăмасть. Çавăн пекех çĕр лаптăкĕн чиккисене палăртакан сведенисем çуккипе власть тытăмĕн ĕçченĕсем пĕр-пĕр çĕр лаптăкĕ ахалех выртать тесе тепĕр çынна уйăрса пама е хăйсене кирлĕ пек усă курма пултараççĕ. Çакă та саккуна пăсни шутланать.

Çĕр лаптăкĕн чиккисене ăçта тĕрĕслемелле? Росреестрăн кадастр карттине уçса кадастр номерĕпе е адреспа шыраса тупмалла. Çавăн пекех Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче е МФЦра ЕГРН выпискине илме пулать.

Çĕр лаптăкĕн чиккисене кăтартакан сведенисене реестра епле кĕртмелле? Росреестрта кадастр паспорчĕ е çĕр планне тăратмалла. Вĕсем çук пулсан кадастр инженерĕсене чĕнсе илсе çĕр лаптăкне виçтермелле. Унăн чиккисене кỹршĕсемпе килĕштерсе палăртаççĕ. Енчен те çĕр çинче картасем çук пулсан е кỹршĕсен чикĕ енĕпе ыйтусем пур пулсан уйрăм документсемпе ĕнентермелле.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code