Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Уйрăм категорири çынсене — тỹлев

Уйрăм категорири çынсене — тỹлев

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнĕ май округри кашни тыл ветеранне юбилей медалĕпе чысланă.

Апла пулин те, иртнĕ йывăр пурнăçпа çыхăннă уйрăм категорири граждансен тĕлĕшпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Олег Николаевăн хушăвĕпе килĕшỹллĕн хавхаланăвăн хушма мерисене палăртнă. Çавна май Аслă Аттелĕх вăрçин участникĕсемпе инваличĕсене, Ленинград блокадинче пурăннисене, фашистсен тĕрмисенче хĕн курнисене, салтак арăмĕсене пĕр хутчен 20-шер пин тенкĕ пама йышăннă. Тыл ĕçченĕсемпе вăрçă ачисене уйăрнă сумма 5-шер пин тенкĕпе танлашать. Вăрçă ачисен шутне 1927 çулхи июнĕн 22-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи сентябрĕн 3-мĕшĕччен çуралнисем кĕреççĕ. Çав вăхăтрах тỹлевĕн икĕ категорине те лекнисен пĕрне кăна илме ирĕк пур.

Пенсионерăн тăванĕсем унăн докуменчĕсемпе Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центра килмелле е унăн ĕçченĕсем сире хăвăр килĕре пырсах заявлени çырма пулăшĕç. Çак телефон номерĕпе çыхăнма пулать: 8(83549) 2-57-69.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code