Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ырă тĕслĕх

Ырă тĕслĕх

Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн Указĕпе килĕшỹллĕн 2025 çула Тăван çĕршыв хỹтĕлевçин çулталăкĕ тесе палăртрĕç.

Çĕршыва хỹтĕлесси — кашни çыннăн тĕп тивĕçĕ. Паянхи кун Раççей салтакĕсем ятарлă çар операцине хутшăнса пысăк паттăрлăх кăтартаççĕ. Çак йышра Çĕнĕ Арланкасси каччи те пур. Андрей Федорович Иванов 2000 çулхи юпа уйăхĕн 12-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕпе амăшĕ ывăл çуралнăшăн питĕ хĕпĕртенĕ. Чăваш халăхĕ ывăл çуралсан тỹрех: «Салтака юрăхлă пултăр», — тет. Хăйсене пăхакан тĕпренчĕк çут тĕнчене килнĕ-çке. Андрей мĕн пĕчĕкренех ĕçе хăнăхса çитĕннĕ. Кил тĕрĕшри ĕçсене тума яланах ашшĕпе пĕрле хутшăннă, аслашшĕне те пулăшма манман. Шкулта вĕреннĕ вăхăтра спортпа туслă пулса çитĕннĕ. Йĕлтĕрпе ăмăртса та, çуран чупса та яланах малтисен ретĕнче пулнă. Хисеп хучĕсене те сахал мар тивĕçнĕ. Паянхи кун вĕсем тăван килĕнче упранаççĕ.

Шкул пĕтернĕ хыççăн çамрăк каччă 2020 çулта çар ретне тăрать. Андрейăн ашшĕпе амăшĕ те ывăлĕ салтака юрăхлă пулнăшăн савăннă. Йĕкĕт çар тивĕçне Мускав облаçĕнчи Наро-Фоминск хулинче пурнăçланă. Çирĕп те пултаруллă салтак мотострелоксен дивизийĕнче пулеметчик пулать. 2021 çулта тăван яла таврăнать. Пĕр çулталăкран Андрейăн каялла салтак атти тăхăнма тивет — 2022 çултанпа вăл мобилизаци йĕркипе ятарлă çар операцине хутшăнать. Паянхи кун вăл Запорожье тăрăхĕнче Тăван çĕршыва хỹтĕлет. 2024 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнче паттăр салтака Раççей Президенчĕн указĕпе килĕшỹллĕн Жуков медалĕпе наградăланă. Ятарлă çар операцийĕ çинчен каласа пама юратмасть вăл. Кирек кампа та пĕр чĕлхе тупма пултаракан, ватта хисеплекен, ача-пăчана, ватта пулăшма васкакан ырă кăмăллă çамрăка ял-йыш хисеплет, çĕнтерỹпе таврăнасса чун-чĕререн кĕтет.

Андрей шкул ачисемшĕн, çамрăксемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать. Çĕнтерỹ пулатех. Пирĕн салтаксем хăйсен çемйисене ырă-сывă таврăнасса эпир шанса тăратпăр.

Карина МИХЕЕВА, Кушкă шкулĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Андрей Иванов Людмила Филаретовна аппăшĕпе, Татьяна Вячеславовна амăшĕпе тата Федор Филаретович ашшĕпе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code