Ыран шкулсенчен вĕренсе тухакансемшĕн юлашки шăнкăрав янăрĕ. Хаваслă, çав вăхăтрах кăштах пăшăрхантаракан уяв çакă. Ачасем 11 çул вĕренсе алла аттестат илни, вĕсен халь хăйсем кăмăллакан вĕренỹ заведенийĕсен алăкĕсене уçса кĕрсе тивĕçлĕ професси илме çул уçăлни — пысăк савăнăç. Çав вăхăтрах шкултан, юратнă вĕрентекенсенчен, тус-юлташĕсенчен уйрăлни кăшт хумханатарть те.

Шкул пурнăçĕ. Ачасемшĕн анчах мар, вĕрентекенсемшĕн те хăйне евĕрлĕ тĕлĕнмелле вăхăт вăл. Учитель вĕренекене тивĕçлĕ ăс тата воспитани панипе пĕрлех ачасен пурнăçĕпе пурăнать, вĕсемпе пĕрле шав çĕннине шырать, пĕрле савăнать тата хурланать. Шăп 30 çул каялла, 1995-мĕш çулта, Патреккел шкулĕнчен вĕренсе тухакансемшĕн юлашки шăнкăрав шăнкăртатрĕ. 11-мĕшсемшĕн анчах мар, маншăн та, вĕсен класс ертỹçишĕн, ытти вĕрентекеншĕн хумхануллă пулчĕ çак кун. 11 çул хушшинче çитĕнỹсемпе йывăрлăхсене пайланă ачасенчен уйрăлма, чăн та, питĕ йывăр пулчĕ. Чĕрере питĕ тарăн йĕр хăварчĕç çак ачасем. Тăрăшуллă, туслă, пĕр-пĕрне ялан пулăшма хатĕр пулнипе палăрса тăчĕç вĕсем. Вĕренỹре пĕрле малалла утăмланипе пĕрлех шкул тулашĕнчи тĕрлĕ мероприятие хаваспа хутшăнтăмăр. Çакă туслăха тата та çирĕплетсе пычĕ. Тутар Республикине кĕрекен Георгий Краснов-Кĕçĕнни писатель çуралнă Пăва районĕнчи Кипеккасси, чăвашсене çутта кăларнă Иван Яковлев çуралнă Теччĕ районĕнчи Кăнна Кушки, Çеçпĕл Мишши çуралнă Канаш районĕнчи Касаккасси ялĕсенче, Шупашкарта пичет çуртĕнче, ытти чылай паллă вырăнта пулни ачасен чунĕсене ĕмĕрлĕхех кĕрсе вырнаçнă.
Майлă самантпа усă курса манăн шкултан вĕренсе тухнăранпа 30 çул çитнĕ ятпа хамăн класс пулнă вĕренекенсене саламлас килет. Пурнăçăр та, ĕçĕрсем те ăнса пыччăр сирĕн пурин те, сирĕн тата çывăх çыннăрсен сывлăх тата телей пултăр.
Хисеплĕ ачасем! Эсир манăн чĕресенче ĕмĕрлĕхех упранатăр.
Нина ЧЕРНОВА,
педагогика ĕçĕн ветеранĕ. Патреккел ялĕ.

