Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Бюджета çирĕплетрĕç

Бюджета çирĕплетрĕç

Округ администрацийĕн ларусем ирттермелли пысăк залĕнче Чăваш Республикин Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн пĕрремĕш суйлавĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Унта округ пуçлăхĕ Леонард Левый, территори пайĕсен пуçлăхĕсем, администрацин структура подразделенийĕсен ертỹçисем, Елчĕк район прокурорĕ Александр Кудряшов, Раççей ШĔМĕн «Комсомольский» уйрăмĕн Елчĕк округĕнчи полици пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Сергей Прохоров тата предприятисемпе организацисен ертỹçисем хутшăнчĕç. Пухăва Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн председателĕ Вячеслав Сядуков ертсе пычĕ.

Депутатсем кун йĕркине кĕртнĕ 5 ыйтăва пăхса тухрĕç. Чи малатанах вĕсем Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн «Елчĕк муниципалитет округĕн 2024 çулхи бюджетне пурнăçлани çинчен» проекта çирĕплетрĕç. Тĕп докладпа округ администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина тухса калаçрĕ. Округăн 2024 çулхи бюджечĕн тупăш пайĕ 689,8 млн тенкĕпе, расхутсен пайĕ 654,4 млн тенкĕпе танлашать, профицит — 35,4 млн тенкĕ.

Малалла халăх суйлавçисем муниципалитет пурлăхне 2025 çулта приватизацилемелли Прогноз планне (программăна), Елчĕк муниципалитет округĕн Депутатсен пухăвĕн 2022 çулхи октябрĕн 28-мĕшĕнчи 2Ỹ4-мĕш номерлĕ йышăнăвне улшăнусем кĕртрĕç, ытти ыйтусене тишкерчĕç.

Ларура награда материалĕсене те тишкерчĕç.

Ятарлă çар операцийĕнче çĕршыв интересĕсене хỹтĕлекен салтаксене пулăшасси округра малаллах пырать. Кăçал март уйăхĕнче хамăрăн ентешсем (Аслă Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль, Кĕçĕн Таяпа, Аслă Пăла Тимеш территори пайĕсенчи салтаксем) çапăçакан 149-мĕш номерлĕ уйрăм юсав батальонĕн командованийĕ округ администрацине кирлĕ япаласем хатĕрлесе пама ыйтупа тухнă. Администраци ĕçченĕсем ку ĕçе депутатсене, предпринимательсене, маларах асăннă территори пайĕсенчи халăха явăçтарса çарта кирлĕ хатĕре кĕске вăхăтра хатĕрлесе панă.

Çак кунсенче вара çар командованийĕ пулăшу аллине тăсакансен — Елчĕк округĕн пуçлăхĕн, Елчĕк муниципалитет окургĕн Депутатсен пухăвĕн депутачĕсен ертỹçин, депутатсен, территори пайĕсен ертỹçисен — ячĕпе Елчĕк тăрăхне Тав çырăвĕсем çитернĕ. Лару хыççăн округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый хастарсене Тав çырăвĕсемпе савăнăçлă лару-тăрура чысларĕ.

«Чăваш Республикин Муниципалитет пĕрлĕхĕн канашĕ» Ассоциаци вырăнти хăй тытăмлăх ĕçченĕсен хушшинче тĕрлĕ номинаципе конкурс йĕркелет. Асăннă конкурс хастар ĕçченсене тупса палăртма май панипе пĕрлех халăхшăн тăрăшакансене малалла хавхаланса ĕçлеме май парать. Елчĕк округĕн пуçлăхĕ конкурсăн «Чи лайăх староста» номинацийĕнче çĕнтернĕ Борис Борисова (Патреккел), «Чи лайăх территори пайĕн ертỹçи» тата «Чи лайăх муниципалитет служащийĕ» номинацисенче 3-мĕш вырăн йышăннă Çирĕклĕ Шăхаль территори пайĕн пуçлăхне Инесса Вороновăна, округ администрацийĕн гражданла хỹтĕлев та чрезвычайлă лару-тăру пайĕн начальникне Алина Быковăна тивĕçнĕ наградăсемпе чысларĕ.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code