Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ачасен канăвне тĕрĕс йĕркелесе

Ачасен канăвне тĕрĕс йĕркелесе

Чăваш Республикин кăçал хула тулашĕнчи, шкулсен çумĕнчи лагерьсенче, социаллă пулăшупа тивĕçтерекен организацисенче 73 пин ытла ача валли канса сывлăха çирĕплетмелли майсем туса парĕç.

Уйрăм ушкăнсенчи — йывăр лару-тăрăва лекнĕ, ятарлă çар операцине хутшăнакансен, Запорожье облаçĕнчи Бердянск районĕнчен килнĕ, çул çитменнисен комиссийĕнче шутра тăракан ачасем валли ятарлă сменăсем йĕркеленĕ. «Солнышко» лагерьте «Воин» центр, «Звездочка» лагерьте «Орлята России», «Лидеры ученического самоуправления», «Навигаторы детства», «Бригантина» лагерьте «Движение первых» профильлĕ сменăсем уçăлнă. Вĕсен ĕçне пурĕ 1800 яхăн ача хутшăнĕ. Федерацин ачасен кану тата сывлăха çирĕплетмелли организацисене модернизацилемелли программăпа килĕшỹллĕн «Лесная сказка» санаторире тата «Звездный» лагерьте юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Вĕсен пысăк пайне пурнăçланă. Хула тулашĕнчи лагерьсенче 21 кун канмалли путевка кăçал 22282 тенкĕ тăрать. Профильлĕ сменăри пĕр кун хакĕ — 1168 тенкĕ. Путевка туянмалли çăмăллăхсене пĕлтĕрхи шайрах сыхласа хăварнă. Медицина учрежденийĕсем лагерьсенче канакансен сывлăхне тĕрĕслесе тăрĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code