Чăваш Енри муниципалитетсенчи 80 ытла çемье «Туриада — 2025» ашшĕ-амăшĕн фестивальне хутшăннă.
«Туриадăна» Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев уçнă май çавра сĕтел ларăвĕнче шкулсенчи ашшĕ-амăшĕн комитечĕсен представителĕсемпе, II Пĕтĕм Раççейри ашшĕ-амăшĕн пĕрлĕхĕсен пуçарăвĕсен конкурсĕн çĕнтерỹçисемпе пĕрле воспитани ĕçĕ-хĕлĕн пĕрлехи уçлăхне йĕркелессипе, вĕрентỹ сферинче тата воспитани ĕçĕнче ашшĕ-амăшĕ, патшалăх органĕсем тата общество организацийĕсем хутшăнса ĕçлессипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе явнă. Çавăн пекех Раççейри ашшĕ-амăшĕн пĕрлĕхĕсен аталанăвĕн малашлăхне тишкернĕ.
«Эпир Чăваш Енри ашшĕсемпе амăшĕсем питĕ пуçаруллă, хастар пулнине пĕтĕм çĕршыва ĕнентертĕмĕр. Республикăри шкулсем икĕ хутчен конкурса хутшăнса 30 проекта пурнăçлама 25 миллион ытла тенкĕ илчĕç. Ку тĕслĕх ашшĕ-амăшĕн пуçарăвĕсем территорисен аталанăвне витĕм кỹме пултарнине кăтартнăскер», — палăртнă Олег Николаев.
Чăваш Республики пуш уйăхĕнче II Пĕтĕм Раççейри ашшĕ-амăшĕн пĕрлĕхĕсен пуçарăвĕсен конкурсне 321 проект (2024 çулта — 66) тăратнă. Вун пĕр муниципалитетăн 26 проекчĕ çĕнтернĕ, 22 миллион тенке яхăн грант çĕнсе илнĕ.

