Республикăри ял хуçалăх организацийĕсен «Агро-100» клубĕн рейтингне çирĕплетнĕ.
Ăнăçуллисен списокĕн малтанхи виçĕ вырăнне «Авангард» ОООн «Цивильский бекон» филиалĕ (Çĕрпỹ округĕ), «Коминтерн» ЯХПК (Хĕрлĕ Чутай округĕ), акционерсен «Чурачикское» обществи (Шупашкар районĕ) йышăннă.
Пирĕн тăрăхри хуçалăхсен кăтартăвĕсем çапларах: «Победа» ООО — 17-мĕш, АСК «Яльчики» ООО — 28, «Яманчурино» ООО — 29, «Эмметево» ООО — 35, «Сатурн» ЯХПК — 38, «Энтепе» ООО — 40, Ленин ячĕллĕ ЯХПК — 45, «Комбайн» ЯХПК — 46, «Прогресс» АХО — 49, «Рассвет» ЯХПК — 53, «Клевер» ООО — 64, «Агрофирма «Нива» ООО — 66, «Урожай» ООО — 84, «Труд» ЯХПК 96-мĕш вырăнсенче.
«Агро-100» клубри хуçалăхсен йышĕпе Елчĕк округĕ — чи малти. Çав вăхăтрах рейтинга Вăрмар, Сĕнтĕрвăрри, Çĕмĕрле, Улатăр округĕсенчен пĕрер хуçалăх кăна кĕнĕ, Шăмăршă тăрăхĕнчен — пачах çук.

