Ĕнер химик-аналитик, хими ăслăлăхĕсен кандидачĕ, доцент Федор Петрович Судаков (10.07.1930-30.06.1971) çуралнăранпа 95 çул çитрĕ.
Вăл 4 çулта чухне çемье Тỹскелĕнчен Йĕпреç районĕнчи Смычка поселокне куçса кайнă. Унта пуçламăш, Патăрьел тăрăхĕнчи Арапуçри вăтам шкула пĕтерсен Хусанти патшалăх университечĕн хими факультетĕнче вĕреннĕ. 1951 çулта вĕренỹ отличникĕсен пĕр ушкăнне Мускаври М.В.Ломоносов ячĕллĕ патшалăх университетне куçарнă, 1952-1955 çулсенче И.П.Алимарин академик аспиратуринче ăс пухнă май хупă темăпа кандидат диссертацине хỹтĕленĕ. 1960 çулччен Пĕтĕм Союзри наукăпа тĕпчев информаци институтĕнче аслă ăслăлăх сотрудникĕнче ĕçленĕ. Малалла МПУра аналитика химийĕн кафедринче студентсене лекцисем вуланă, аспирантсен наука ĕçĕсене ертсе пынă. Тĕп наука ĕçĕсем унăн рудари, металсенчи, минералсенчи, сайра тĕл пулакан хутăшсенчи ультрамикрохими анализĕ ирттерессипе çыхăннă. Европăри çĕршывсенче йĕркеленĕ конференцисемпе симпозиумсене хутшăннă. Вăтăр ытла наука ĕçĕ пичетленĕ, çав шутра ют çĕршыв журналĕсенче те.

