Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕн Л.В.Левыйăн 2025 çулхи июлĕн 9-мĕшĕнчи 117-р номерлĕ хушăвĕпе килĕшỹллĕн «Юратупа шанчăклăхшăн» ордена тивĕçнĕ Лаш Таяпари Петр Алексеевичпа Зоя Федотовна ПОПОВСЕН ячĕпе округ администрацийĕн çурчĕ умĕнче Ĕç Мухтавĕн ялавне çĕкленĕ.

