Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Шур халатлă хĕрарăм

Шур халатлă хĕрарăм

Елена АКСУПИ

Калав

Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 23, 24, 26-мĕш номерсенче.

— Мĕншĕн вара? Манра çирĕпленнĕ вăй-халпа ăнтăлăва асăрхаймарăр пулас эсир. Япăх шухăшласа питĕ йăнăшатăр. Хевтесĕр çын çумне çыпçăнма куршанак мар эпĕ, — Марина кайма тесе сумкине илчĕ.

— Лар, лар тетĕп сана. Итле, сарпике, ан çиллен, тен, кирлинчен ытларах вĕрилентĕм. Анчах ман ывăла чăнахах та телейлĕ тăвас тесен пăрăн эс ун пурнăç çулĕ çинчен. Пĕлетĕп ăна — йăнăшасси камăн та пулать-çке. Вăл вăхăтлăха çеç илемлĕ пикере йăпанчăк тупнине тавçăратăп-ха. Илĕртмелĕх сăну-пуçу, ураран ỹкерме пуç çавăрттармăш кăвак куçу, киленсе ыталамашкăн çинçе пилĕкỹ пур. Арçынсем вĕсем чиперрисемпе якăлтатма тесен пурте ăста. Сирĕн вырăн çинче ун-кун пекки нимĕн те пулман пуль. Ман ача хитре хĕрсене юратсан та пуçне çухатсах кăмăл-туйăмне ирĕке яракан марччĕ-ха.

— Эсир ытлашшине калаçатăр. Ман кунта пĕр çеккунт та тăрас килмест урăх. Виçесĕр тиркешсе пĕр сăлтавсăрах тапăннине те итлес килмест, — Марина кайма тесе ури çине тăчĕ.

— Мариночка, ăнлан. Сан валли те малашне хăвна юрăхлă çынах тупăнĕ-ха, ăрăмунтан хăтар ман ывăла — куç урăх пульницăна. Уйăхрах манĕ вăл сана та, иксĕр хушшăрта тĕвĕленнĕ туйăма та. Тархаслатăп! Унсăрăн… Унсăрăн! Манран пехил пулмасть сире!

— Эсир мĕншĕн ывăлунтан хăйĕнчен ыйтмастăр пирĕн пирки? Сергей амăшĕн кĕпинчен тытăнса тăракан ача пек туйăнмастчĕ мана. Хальччен эп ăна ирĕклĕ, мăнаçлă çын тенĕччĕ. Сывă юлăр, — терĕ те Марина юхса аннă куççульне шăлмасăрах хваттертен чупса тухса кайрĕ. Тăварлă куççулĕ вара юхрĕ те юхрĕ…

— Анне, Марина, сирĕн калаçу тем вăраха кайрĕ… Ним те ăнланмастăп, чиперех калаçса юлтăр-çке. Ăçта ман савни? — хваттер тăрăх ăнăçсăрах чупса çаврăннă Сергейăн кăмăлĕ пăсăлчĕ. Маринăна амăшĕпе хăварнăшăн тарăхрĕ вăл. Ăшă тумне илмесĕрех урамалла чупса тухса кайрĕ. …Марина Сарă ту медицина институтĕнчен вĕренсе тухрĕ. Интернатура та çак илемлĕ хуларах пĕтерчĕ вăл. Аслă шкулта пĕлỹ илнĕ хушăра ултă çул хушши каçсерен васкавлă медицина пулăшăвне паракан станцире ĕçлерĕ, чирлисем патне машинăпа васкаварлăн тухса çỹрекен тухтăрта вăй хучĕ. Сергее манайманнипе малтанлăха никампа та пурнăçне тĕвĕлесшĕн пулмарĕ пике. Савнийĕ те ăна вăрах хушă манаймарĕ. Каçсерен чунĕ пăрланса çитсе вĕри куççульпе йĕрсен те Марина кăмăлĕ çаврăнмарĕ, амăшĕ çине тарăхнине ирттерсе яраймарĕ вăл. Малтанласа çамрăк тухтăр хĕр пурăнакан общежитири пỹлĕм алăкне куллен киле-киле шаккатчĕ. Анчах та каснă чĕлле каялла çыпăçтараймăн. Мĕнле пурнăç вăл тата амăшĕн пехилĕсĕр? Каярах ашшĕ-амăшĕ хистенипе хăйĕнпе варлă пулнă çын çемье тусĕсен хĕрне качча илнĕ, амăшне тавăрас тесе пуçĕпех медицинăран кайнă тенине илтнĕччĕ Марина. Усламçă пулса тăрсан та чăваш пикине манайман арçын. Шел, çамрăклах машинипе аварие лексе вилнĕ…

— Хĕрĕхре тăвансен çывăхнерех пулас тесе Чĕмпĕре куçса килтĕм. Ыт ахальтен çав хушăра нимĕн те, никам та тытса тăракан пулман мана унта. Юлташ хĕрĕн Ксюшăн хăйĕн çемйиччĕ, вĕсем çеç хурланса юлчĕç эп кайсан. Пĕрле вĕреннĕскер Сарă ту медицина центрĕнче чĕре тухтăрĕнче вăй хурать. Эпĕ паян пульницăра терапевт пулса тăрмашатăп. Хăшĕсем каялла çаврăнса пăхмасăр тараççĕ медицинăран, эпĕ вара хам ĕçе питĕ юрататăп. Пуçĕпех парăннă тесен те йăнăш мар. Сиплев çурчĕ маншăн пурнăç та, çăлăнăç та, йăпанăç та пулса тăчĕ. Чирлисем те мана хаклаççĕ, вĕçсĕр-хĕрсĕр тимлĕхе ăшă туйăмпах тавăраççĕ. Халĕ шăпах Ксения патĕнчен кĕске командировкăран таврăнатăп. Пĕлĕве ỹстерме хам вĕреннĕ института каймалла пулчĕ. Юрĕ ĕнтĕ — чыса та пĕлмелле. Хам çинчен кала-кала сире йăлăхтарсах çитертĕм пулас эп, — Марина пуйăсра паллашнă хĕрарăм çулташĕ çине хăюсăр пăхрĕ.

— Шел, ман кĕçех тухмалла. Сирĕнпе калаçса епле çитнине те сисмен. Сирĕн пуплевĕр чуна та, чĕрене сиплет пулас, — терĕ вăл. Сăмахĕсем тунсăхлăн илтĕнчĕç. — Марина Григорьевна, нивушлĕ Сарă ту хулинче сирĕн кăмăлăра каякан пĕр йĕркеллĕ каччă та пулман. Сирĕн Турă панă сăнăр илемĕпе, ман шутпа, такама та çавăрма пулнă пек туйăнать. Е пурин çине те тиркевлĕ куçпа пăхнă-и эсир? Каçарăр та, тиркекене тирĕк тĕпĕ лекет тет. Тен, Сергее манайман?

— Каччăсем пулнă, паллах, мĕншĕн пулман. Çамрăклăх вăл хăй илемлĕ. Сарă ту хулинче аслă шкулсем нумайччĕ. Вĕсенчен пĕринче — çар факультетĕнче — вĕренекен яшсем пит илĕртỹллĕ те чăрсăрччĕ. Пире, медицина институтĕнче вĕренекен пикесене, пĕрре мар вĕсем ташă каçĕнчен ăсатса янă. Вĕсен хушшинче Атăл тăрăхĕнчи нимĕç йĕкĕчĕ те, ман çинчен куçне илме пĕлменскер, пурччĕ. Пĕррехинче çĕнĕ çул балĕнче мана вăтанчăк та йăрăс пỹллĕ, сăнĕпе чипер еврей каччи куç хывнăччĕ. Вăл Сарă тури юридици институтĕнче вĕренетчĕ. Тĕлĕнмелле, анчах та шăп та шай вăл ман çывăх юлташа килĕшсе кайнине пĕлтĕм. Софья каçсерен йĕретчĕ. Унăн та телейлĕ пулас килетчĕ, паллах. «Туслăх ячĕпе ыйтатăп, паянах хăвала Роберта хăв çумăнтан», — тесе чĕркуçленсе йăлăнчĕ. «Тархасшăн, Турăшăн! Ун чĕрине парăнтарма пултарайсан — вăл санăн!» — терĕм. Халь кулас та килет. Вĕсем чăнах та пĕрлешрĕç. Анчах та телейĕ вăраха пыман пулмалла. Вăйпа никама та юраттараймăн. Чĕрене хушма та çук.

— Турă çырни пĕрре çеç пулать вăл.

— Çапла çав. Анчах та ман яланах хамран ытла юлташ хĕрĕсене телейлĕ тăвас килетчĕ. Эп хăвăрт килĕшсе пăрăнаттăм. Хам вара ялан ĕçпе йăпаннă. Пурнăçа тытса тăмалла-çке-ха мĕнпе те пулин. Юратнă çемьене, киле васкамалла мар пулнипе юратăва тухтăр ĕçне пама тăрăшнă. Хĕллехи вăрăм каçсенче çыхнă, тĕрленĕ.

— Хăвăр вара? Нивушлĕ юратусăр пурнăçа хăнăхма пулать ăна. Каçхи юратуллă каçсене эпĕ хам, сăмахран, нимĕнле йăпатмăш ĕçпе те улăштарман пулăттăм. Упăшкан вăйлă алли, хĕрỹ тути, вĕри сăмахĕсем…

— Мехел çитсен эпĕ те хамăн юратăва тĕл пулăп-ха. Шанăçа çухатма кирлех-ши? Çулталăкран аллă çеç тултаратăп-ха.

— Каçар та мана, çулташăм. Анчах та ăçта-ха вĕсем шур лаша утланса çỹрекен Улăпсемпе принцсем? Эпир санпа çаранта ỹсекен чечексем те, тин пиçнĕ çырласем те мар текех. Пуç çинче, ав, шурă çỹçсем те курăнкалаççĕ. Ан çиллен. Пирĕн çул-ỹсĕмрисем — аваннисем пурте авланнă, мăшăрлă, çамрăкла хĕрсене тиркенĕ ват хусахсем халь хăйсем кама кирлĕ? Çỹреççĕ ял-хула урамĕсемпе сулланса, йытă хăваласа. Черкке тĕпне пăхкалама та вăтанмаççĕ.

— Ан кулян. Сывлăх пуринчен хаклă. «Сывлăх пулсан пурте пулать», — тетчĕ анне.

— Ну чипер, тантăшăм. Пур кăмăлтан, чун-чĕререн телей сунатăп сана…

— Салам, сирĕн купене мана проводница ячĕ, эп хальччен ларса пыраканнинче çемье вырнаçнă. Ачи вĕçĕмсĕр макăрать вĕсен. Ман вара ыран Мелекесе çитсенех пушар хуралне ĕçе тухас пулать. Эпĕ ĕçлĕ командировкăран таврăнатăп. Миша, Михаил ятлă, — аллине Марина еннелле тăсрĕ хăйĕнпе пĕр çулалли арçын.

— Тархасшăн, эсир мана пĕртте кансĕрлеместĕр. Эпĕ сире чăрмантармăп, тата эп сиртен маларах та тухатăп, Чĕмпĕре çити каятăп, — терĕ тухтăр алă парса…

— Чипер çитĕр, çулташăм. Ăнăçусем сире! — Марина тухма хатĕрленсе чăматанне йăтасшăн пулчĕ.

— Хамах, хамах, тăхтăр-ха,сире ăсатма тухасшăн эп, — Миша ручкăпа хут кăларса хăйĕн телефонне çырчĕ, чĕркеме туххăмрах Чĕмпĕрте пурăнакан кăвак куçлă чăваш пикине тыттарчĕ. — Вăхăт тупсан шăнкăравлаймăр-ши ман пата? Каçсерен кичемлĕх, тунсăх пусса çитерет… Сирĕнпе чăвашла калаçса хама йăпатăттăм.

— Шăнкăравлăп эппин, — Марина чун-чĕринче пуçласа чăн юрату йăшăлтатнине, хăйĕн умĕнче çирĕм пилĕк çул ытла кĕтнĕ пулас мăшăрĕ тăнине ăнланчĕ…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code