Аслă Пăла Тимешĕнчи Ларисăпа Юрий Александровсем йĕркелекен пархатарлă ĕçсене хăнăхнă ĕнтĕ ял çыннисем.

Çуллахи вăхăтра ачасен канăвне савăнăçлă ирттерес тĕлĕшпе те уява пуçласа ирттермеççĕ. «Ял уявĕ» тесен те йăнăш пулас çук. Панносемпе, чечексемпе илемлетсе хатĕрленĕ сцена умне урам тулли халăх пуçтарăнчĕ. Ларма вăрăм саксем те вырнаçтарнă. Юнашарах — батут.
Концертне ачасем хатĕрлени питĕ паха. Ун хыççăн аниматорсем килсе çитрĕç, тĕрлĕ вăйăсем йĕркеленĕ май вĕсем юрă-ташă ăстисене парнесем пачĕç, пылак çимĕçсемпе сăйларĕç. Йĕркелỹçĕсем аслисене те «кỹрентермерĕç»: чашламапа, шашлăкпа питĕ кăмăллă пултăмăр.
Ял халăхĕ ырă кăмăллă Александровсен çемйине тав сăмахĕ каларĕ. Эпир те хаçат урлă çавнах пĕлтересшĕн.
Зинаида ПОРТНОВА.

