Авăн уйăхĕн 12-14-мĕшĕсенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тата вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ иртет. Суйлавра сасăлав участокĕсенче те, дистанци мелĕпе те сасăлама пулать.
Суйлава дистанци мелĕпе хутшăнас текенсем Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче утă уйăхĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа заявлени пачĕç. Сасăлава хутшăнма заявлени парасси паян, авăн уйăхĕн 8-мĕшĕнче вĕçленет.
Дистанци мелĕпе сасăлама заявлени панă граждансем авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче ирхине 8 сехетрен пуçласа авăн уйăхĕн 14-мĕшĕнче 20 сехетчен ДЭГ порталĕнче (vybory.gov.ru) сасăламалла.
«Мобильлĕ суйлавçă» мелĕпе суйлав кунĕсенче регистрацие тăнă вырăнта пулайманнисем, анчах Чăваш Енрен тухса кайманнисем, усă курма пултараççĕ. Вĕсен авăн уйăхĕн 8-мĕшĕччен нумай функциллĕ центр уйрăмĕсенче, территори суйлав комиссийĕсенче е Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче заявлени парса Чăваш Республикинчи хăйсемшĕн меллĕ кирек хăш суйлав участокĕ çумне регистрациленмелле. Авăн уйăхĕн 3-мĕшĕнчен çакăн евĕрлĕ заявленисене участок суйлав комиссийĕсенче те йышăнма пултараççĕ.
«Мобильлĕ суйлавçă» мелпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕнче анчах усă курма пулать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕнче ку меслетпе усă курмаççĕ.
Раççей Федерацийĕн тĕп суйлав комиссийĕн йышăнăвĕпе Мускавра 14 суйлав участокĕ уçăлать. Унта Чăваш Ен çыннисем Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕнче сасăлама пултараççĕ. Ку мелпе усă курас текенсен Патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнче авăн уйăхĕн 8-мĕшĕччен заявлени памалла. Тĕплĕнрех — Чăваш Республикин Суйлав комиссийĕн сайтĕнче (www.chuvash.izbirkom.ru).

