Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.
Чи малтанах Леонард Васильевич физкультурниксене тата сывă пурнăç йĕркине пăхăнакансене пурне те Физкультурник кунĕ ячĕпе саламларĕ. Çакна палăртма кăмăллă: физкультурăпа спорт округра ăнăçлă аталанаççĕ, спортсменсем çулсерен хăйсен çитĕнĕвĕсемпе республикăра кăна мар, пĕтĕм Раççей шайĕнче те савăнтараççĕ. Спортпа туслашма округра условисем çителĕклĕ. Канашлу вăхăтĕнче округ пуçлăхĕ А.В.Игнатьев ячĕллĕ «Улăп» спорт шкулĕн директорне Иван Егорова ЧР Спорт министерствин Дипломĕпе чысларĕ. Елчĕк округĕ 2024 çул пĕтĕмлетĕвĕсемпе республикăри муниципалитетсем хушшинче физкультурăпа сывлăха çирĕплетекен тата спорт мероприятийĕсене массăллă йĕркелес енĕпе ирттернĕ конкурсра «Чи лайăх муниципалитет йĕркеленĕвĕ» номинацире 2-мĕш вырăна тухнă.
Майлă самантпа усă курса Леонард Левый строительсене те професси уявĕпе — Строитель кунĕпе — саламларĕ.
— Строительсене, вĕсен ырми-канми ĕçне пула пирĕн ялсем çулсерен хăтлăланса пыраççĕ: автомобиль çулĕсем, социаллă объектсем… хута каяççĕ. Тавах вĕсене ырă та пархатарлă ĕçĕшĕн, — палăртрĕ Леонард Васильевич.
Пуçлăх аллинчен округ администрацийĕн Хисеп хутне «Стройэнергосервис» ОООн тĕп инженерĕ Владимир Нягин тивĕçрĕ. Округ пуçлăхĕн Тавĕпе Василий Георгиева («Спецстройторг» ООО директорĕ), Геннадий Зайцева («ДПМК Яльчикское» ОООн ĕçченĕ), Владимир Петрова (округ администрацийĕн строительство, çул-йĕр хуçалăхĕ тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн ертсе пыракан специалист-эксперчĕ), Виталий Самаева («СтройКом» ОООн ĕçченĕ), Рустам Ямалетдинова («Строй-Сфера» ОООн тĕп инженерĕ) чысларĕç.
Малалла кун йĕркинчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç. Вĕренỹ учрежденийĕсене çĕнĕ вĕренỹ çулне мĕнле хатĕрленине округра çулсеренех ятарлă комиссипе тишкереççĕ. Тĕрĕслевсем вăхăтĕнче ачасемпе ĕçченсене хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси çине уйрăмах тимлĕх уйăрнă, çуртсемпе сооруженисен пĕтĕмĕшле техника тăрăмне, инженери тытăмĕн юсавлăхне тата видеосăнавсем пуррине, вĕсем епле ĕçленине хакланă. Çавăн пекех санитари нормисемпе правилисене мĕнле пăхăннине тĕрĕсленĕ. Пĕтĕмлетỹ тăрăх пур учреждени те тĕрĕслев витĕр ăнăçлă тухнă, комисси шкулсен хатĕрленĕвне пĕтĕмĕшле аван хак панă. Çапах та комисси членĕсем вак-тĕвек çитменлĕхсене асăрханă, çавна май вĕсене кĕске вăхăтра пĕтерме хушса хăварнă.
Л.Левый шкулсен коллективĕсене хăйсен тивĕçĕсене яваплă пурнăçланăшăн тав турĕ. Округ пуçлăхĕ çавăн пекех кун йĕркинче çĕкленĕ темăсем çинче те чарăнса тăчĕ. Вăл маларах шута илнĕ куçман пурлăх объекчĕсене тупса палăртас ĕçе вăйлатма, ĕç паракансене патшалăх пулăшăвĕн мерисемпе анлăрах усă курма хушрĕ.
Округран ятарлă çар операцийĕ пыракан территорисене черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатни те тимлĕхре пулчĕ. Округ пуçлăхĕ волонтерсене инçе çула ăсатма кашнинчех хăй хутшăнать. Вăл Елчĕк халăхне пулăшу ĕçне хутшăннăшăн хальхинче те тав турĕ. Хальхи вăхăтра çапăçу зонисенче маскировка сеткисем çителĕксĕр пулни паллă. Çавна май канашлура культура ĕçченĕсене тетелсем çыхас ĕçе йĕркелеме чĕнсе каларĕç. Республика Пуçлăхĕн Олег Николаевăн «Мирлĕ пурнăçа — утăм», «Чăваш Енри хаваслă çу кунĕсем», «Сывлăх патне утăм» тата ытти проекчĕсене тивĕçлĕ пурнăçа кĕртессипе çыхăннă ыйтусене те хускатрĕç.
Чăваш Енре сентябрĕн 12,13,14-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ иртесси пирки пĕлетпĕр. Суйлава тĕрĕс те уçă йĕркелес тĕллевпе çулсеренех участоксенчи суйлав комиссийĕсене обществăлла сăнавçăсемпе тивĕçтереççĕ, маларах вĕсене ятарласа вĕрентеççĕ. Çакăн евĕр вĕрентĕве пирĕн округра августăн 19-мĕшĕнче 13 сехетре район центрĕнчи тĕп вулавăшра йĕркелеме палăртнă.
Е.ПЕТРОВА.

