Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çырла фестивалĕ иртнĕ

Çырла фестивалĕ иртнĕ

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ:

«Республика Правительстви çырла çитĕнтерекенсене май килнĕ таран ытларах пулăшать. Республика тата федераци шайĕнчи грантсене 2021-2024 çулсенче 45 фермер илме тивĕçлĕ пулнă. Тĕллевсене ĕçе кĕртме ытларах май туса парассишĕн федерацин «Агростартап» гранчĕ çумне регион бюджетĕнчен 1 миллион тенкĕ хушса пама тытăнтăмăр. «Фермер шкулĕ» ĕçлеме тытăнсан республикăн «Перспектива» грантне ĕçе кĕртрĕмĕр. Çырла тĕмĕ лартма, удобрени туянма, çăмăллăхлă кредит илме пулăшатпăр. Нумаях пулмасть «Пехет» агромаркет уçрăмăр, унта кашни фермер хăйĕн продукцине сутма пултарать».

Шупашкар хули кунне халалланă уявра кăçалхипе виççĕмĕш хут Çырла фестивалĕ те иртнĕ. Фестивале республика Пуçлăхĕ Олег Николаев уçнă.

Республика Пуçлăхĕ отрасле аталантарма тĕллевлĕн пулăшни, Чăваш Енри Россельхозбанкăн «Фермер шкулĕ» программине хутшăнни çак çулсенче çырла производствине ỹстерме май панине палăртнă. Фестивале хутшăнса хăйсен продукцине кăтартнисен 80 проценчĕ çак шкултан вĕренсе тухнă. «Фермер шкулĕнче» ятарлă пĕлỹ пухнă 237 çынран 49-шĕ «Çырла туса илесси» специальноçа алла илнĕ, çав шутран 24-шĕ патшалăхран уйăрнă грантпа усă курнă. Çак пулăшупа усă курса фермерсем çырла лаптăкне 101 гектара çитернĕ, 2024 çулта 444,5 тонна çырла пухса кĕртнĕ.

— Çырла туса илесси республикăра çулсерен вăй илсе пырать, — тесе палăртнă Олег Николаев. — Çырла тата унран хатĕрленĕ продукци калапăшĕ те ỹсет.

Фестивалĕн пĕрремĕш кунĕнчи ĕçлĕ программăна 350 ытла çын хутшăннă. Унăн картинче «Декоративлă сад ĕрчетесси» тата «Çырла туса илесси» тематика сессийĕсем иртнĕ. Çак тата ял хуçалăхĕпе, ландшафт дизайнĕпе çыхăннă ыйтусем тавра Раççейри паллă экспертсем тухса калаçнă.

Фестивале хутшăннисене Раççей Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева саламланă, тăрăшса ĕçлекенсене Тав хучĕсемпе хавхалантарнă. Отрасль ĕçне ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов пысăка хурса хакланă, ỹсĕм тăвассишĕн вăй паракансене наградăпа чысланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code