Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Киревсĕрлĕхрен асăрханса

Киревсĕрлĕхрен асăрханса

Коррупци тĕнче экономикине мĕн чухлĕ çухату кỹнине чухлама йывăр мар. Хăрушăраххи — халăх влаçа шанма пăрахни. Шел те, нихăш çĕршывра та коррупцирен сыхланмалли иммунитет çук. Преступленисен шутĕнче взяткăпа çыхăннисем чылай (УК 290 статйипе: взятка пани), (291 статьяпа: взятка илни), (291.2 статьяпа: вак-тĕвек взятка) хаклаканнисем тата ытти те. Çавăн пекех взятка пама-илме пулăшнипе, должность полномочийĕсен картинчен тухнипе, службăри ултавпа çыхăннă преступленисем чылаййи пăшăрхантарать.

Коррупцирен асăрханас тĕллевпе саккун чиновниксен тăкакĕсене декларацилессине палăртать. Енчен те отчетлă çулталăкра чиновник е унăн çемйин членĕн шучĕ çине куçнă укçа виçи вĕсен 3 çулти тупăшĕнчен пысăкрах пулсан — çакăн саккунлăхне, укçана кам тата мĕнле сăлтавпа куçарнине çирĕплетмелле.

Л.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code