Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паспортри сăн ỹкерчĕке «илемлетме» юрамасть

Паспортри сăн ỹкерчĕке «илемлетме» юрамасть

— Социаллă сетьре паспорт валли нейросеть урлă сăн ỹкерчĕк хатĕрлеме вĕрентекен «лайфхак» асăрхарăм. Документри сăн ỹкерчĕке çапла майпа «илемлетме» юрать-и?

— Республикăри Шалти ĕçсен министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, Раççей гражданинĕн паспорчĕ, ют çĕршыв паспорчĕ валли сăн ỹкерчĕк тума фотошоппа е нейросетьпе усă курни вырăнсăр. Чăнах та, социаллă сетьсенче искусствăлла интеллект çыннăн кирек мĕнле сăн ỹкерчĕкне те питĕ илĕртỹллĕ тума пултарнине палăртаççĕ. Анчах çакăн пек сăн ỹкерчĕкпе паспорт валли усă курма юрамасть. Çын хăйĕн сăнне лайăхрах кăтартас шутпа ỹкерчĕке редакцилени, фото тума фотошоппа, ытти инструментпа усă курни вырăнсăр.

Çакă документ пама хирĕçлекен сăлтав та пулма пултарать. Сăмах май, ун пек чухне паспортшăн тỹленĕ патшалăх пошлинине тавăрса памаççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа Чăваш Енре 50 çынна яхăн Раççей гражданинĕн паспортне илеймен — вĕсене патшалăхăн çак документа парассипе çыхăннă пулăшу ĕçĕпе тивĕçтерме тĕрлĕ сăлтава пула хирĕçленĕ. Раççей гражданинĕн сăнне паспортра ĕнентерекен ỹкерчĕк çирĕп стандартсемпе килĕшсе тăма тивĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code