Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Поэтăн асамлăх тĕнчи

Поэтăн асамлăх тĕнчи

Елчĕк çĕрĕ пултаруллă çынсемпе пуян. Кунта производствăра, ял хуçалăхĕнче, культура, вĕренỹ тата ытти сферăра палăрнă çынсем. Паян вара — чăн-чăн поэт çеç мар, чăваш патриочĕ пулнă Олег Федорович Андреев çинчен сăмах хускатас килет.

Олег Андреев (Афалек Энтепе) 1950 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Энтепе ялĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта вĕреннĕ чухне стена хаçачĕн редакторĕ пулнă. Пĕрре, çапла, хаçата тултарма заметкăсем çитмен. Олег ларать те, тăван яла, унăн çыннисене халалласа сăвă çырать. Ăна хаçата кĕртет. Сăвви вара учительсене те, уйрăмах ашшĕне — шкул директорне, питĕ килĕшет. Çапла районти инçетри пĕчĕк ялта сăвăç çуралать.

Олег 1973 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн хими факультетĕнчен вĕренсе тухать, 1982 çулта Чулхулари партин аслă шкулне пĕтерет.

1973-1975 çç. Аслă Пăла Тимешĕнчи вăтам шкулта ачасене хими предметне, Энтепери 8 çул вĕренмелли шкулта нимĕç чĕлхине тата чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. 1975-1976 çç. ВЛКСМ райкомĕн секретарĕнче ĕçлет.

Совет çарĕнчен таврăнсан каллех комсомол ĕçне пуçăнать, малтан пай пуçлăхĕ, унтан пĕрремĕш секретарь.

Пултарулăхне кура пысăк вырăнсене шанса параççĕ: КПСС райкомĕн организациллĕ пай пуçлăхĕн, секретарĕн, пĕрремĕш секретарĕн тивĕçĕсене 1981-1991 çç. туса пырать. 1991 çултан — тăван ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкул директорĕ.

Афалек Энтепе 1973 çулта çыравçă ĕçне пикенет, районти тата республика хаçат-журналĕсенче сăввисем пичетленме пуçлаççĕ. Чи паллисем: «Хăйăра кукалет ырă ут…», «Сар çĕленле авкаланса…», «Вăхăт, вăхăт васкать, эпĕ мар!..» тата ытти те.

«Хутăш вăрман» — Афалек Энтепен иккĕмĕш кĕнеки. «Киле таврăнни» 3-мĕш кĕнекинче сăвăсемпе поэма кĕртнĕ. Малтанхи пайне тăван ен, туслăх, юрату, тăван чĕлхе çинчен çырнă сăвăсем вырăн тупнă. «Киле таврăнни» поэмăра çамрăкăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ сăнарланнă.

1988 çулта Чăваш кĕнеки издательствинче «Çулшырав» сăвăсен пуххи тухать. Автор çамрăксен шухăшĕ-туйăмне, ĕçĕсене кăтартса панă. Кĕнекере тăван ен илемне, çарта службăра тăракан яшсен пурнăçне сăнланă сăвăсем паллă вырăн йышăнаççĕ.

…Хитре те çепĕç сăвăсем Афалек Энтепен чылай. Ахаль çыншăн çут çанталăк — çут çанталăк, сукмак — сукмак, улăх — улăх ĕнтĕ, поэт вара йăлтах урăхла, хăй евĕр курать, хăй евĕр туять тавралăха. Уншăн хĕр — шуçăм, сывлăм пĕрчи — хаклă кĕмĕл, ун курăмĕнчи тĕнче ачашланма та пĕлет.

Тỹпене, çĕре, сывлăма, çăл куçсенче тапса тăракан таса та сивĕ шыва, шуçăма — поэт чĕрĕ чунлă йышăнать, çавăнпах, тен, пĕтĕм йĕри-тавралăх ăна асамлă сăвăç ỹкерчĕкне парнелет.

«Çулшырава» кĕнĕ сăвăсем пирки Геннадий Кузнецов поэт тата журналист çакăн пек çырнă:

«Пĕрре ларса вуласа тухрăм, чунăм канăç тупайманран тепĕр хут шĕкĕлчеме тытăнтăм, унтан татах… Мĕнешкел асамлă та илĕртỹллĕ тĕнче уçăлчĕ ман умра, поэт тупнă çĕнĕ сăнлăхсем куç-пуçа тыткăнларĕç, пуçа кĕнĕ чи пĕрремĕш ыйту çапла пулчĕ: «Мĕншĕн эпĕ асăрхаман-ха çакна?»

Порфирий Афанасьев поэт: «Çапла, ыттисем асăрхаманни, шыраса тупманни сахал мар сăвăçăн ылтăн кушелĕнче. Акă, «Илемлĕ çул шыравĕ» сонет кăшăлнех илĕпĕр. Эпиграф вырăнне Александр Блокăн «…савакан çын çеç хăйне этем теме пултарать» текен сăмахсем кунта шутсăр çыпăçуллă пулса тухнă. Сăвăри лирика геройĕн хĕрỹллĕ туйăмĕ хăйĕн савнă хĕрне çунса каясла юратнинче те, чун-чĕре куç умĕнчи виçсе илейми, курса пĕтерейми, çĕклесе илейми илĕртуллĕ те асамлă пуласлăх хăйне малашне мĕн сунать-ши тесе канăçсăрланса пуç ватнинче те. Автор шыравĕ тĕрĕс те уçăмлă пулни витĕрех курăнать.

Поэт пултарулăхĕ, паллах, хир мар. Унăн темиçе йĕркерен тăракан сăвви шухăш лаптăкне миçе гектар йышăннине никам та тĕрĕс калаймасть».

«Кăра кунра тупатпăр чăрсăр илеме», — тет поэт пĕр сăввинче. Ахаль проза чĕлхипе çырас пулсан «тупатпăр чăрсăр илем» темелле пек. Те ятарласах, ăспа, те поэзи стихийи хĕтĕртнипе, хăй те сисмесĕр, поэт «илеме» чун кĕртнĕ, чĕртнĕ ăна. Ку вăл авторăн культури тивĕçлĕ шайра пулнине кăтартать, сăмахăн пĕлтерĕшне анлăлатать, пĕтĕмĕшле вара ахаль сăмахах мĕнле хăват кĕртме пултарни çинчен тата тепĕр хут астутарать», — хăйĕн шухăшне палăртнă Юрий Айдаш поэт.

Фаина йăмăкĕ аса илни: «Пире тĕрлĕ енлĕ аталантарас тесе аттепе анне нумай тăрăшнă. Вĕсем Олегпа Кольăна «Любитель» фотоаппарат илсе панăччĕ. Унпа усă курма нихăшĕ те пĕлмен. Ялти шкулта пĕр вырăс учительници ĕçленĕ, вăл ỹкеркелеме те, пичетлеме те пĕлнĕ иккен. Ăна фотокружок ертсе пыма хушнă. Ял ачисем вырăсла ăнланманнипе, пирĕн анне кружока çỹресе ача-пăчана вырăсларан чăвашла куçарса, ăнлантарса пынă. Кама кăна ỹкермен пирĕн тетесем!

Ахальтен мар ĕнтĕ, 27 çултан, Олегăн тиха çинчен çырнă сăввинче çакăн пек йĕркесем пур: «Таврăнаймăн нихçан та юпахăм, эс — иртейнĕ ачалăх-юмахăм».

Олег Андреев — Раççей Федерацийĕн çыравçисен пĕрлешĕвĕн членĕ (1993). Чăваш Енре тухса тăракан хаçат-журналсенче çеç мар, Тутарстанра, Пушкăртстанра та тăтăшах пичетленнĕ унăн сăввисем.

Халĕ ĕнтĕ ун çинчен иртнĕ вăхăтпа калаçма тивет. Сентябрĕн 23-мĕшĕнче поэт 75 çул тултармаллаччĕ. Шел, 2020 çулхи октябрь уйăхĕн 29-мĕшĕнче вăл пиртен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайрĕ.

Светлана САЙКИНА,
библиотекарь.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code