— Ăс-хакăл енчен йĕркеллех мар çынсен чунĕсем пурте рая кĕреççĕ, тет. Чăнах-и?
— Апла мар, кĕмеççĕ. Ун пек çынсем хушшинче Турра хурлакансем те, Турра хирĕç тăракансем те, пирус туртакансем, эрех ĕçекенсем, усал, ирсĕр калаçакансем те пур. Ун пек çынсен чунĕсем сывă мар, таса мар. Ăс-хакăл енчен йĕркеллех мар çынсем тĕрлĕрен пулаççĕ. Хăшĕсем ача пекрех. Вĕсем пирĕн пата çылăхĕсене каçарттарма килеççĕ те, çылăх мĕнне пĕлеймесĕр, нимĕн те каласа параймаççĕ. Ỹкĕнеймеççĕ. Вĕсем хушшинче Турра ĕненекенсем те пур. Чиркĕве пĕрмаях çỹреççĕ. Çавăн пек çынсене Турă çăлма та пултарать.
Пĕррехинче ман пата, Сергий Лаврине, Мускавран пĕр пĕлĕшĕм хăйĕн тăванне çылăхсене каласа парса ỹкĕнтерме илсе пычĕ, ăс-хакăл енчен аталансах çитейменскерне. Хăй 60 çултаччĕ, пысăк та маттурскер, 100 килограмм ытла таять иккен. Вăл хăй 60-та пулсан та, çичĕ çулхи ача ăсĕпе пурăнатчĕ. Çылăхсенчен ỹкĕнме ăна йăмăкĕ илсе килнĕччĕ. Чиркĕве илсе килес умĕн, йăпатас тесе, 60 çула çитнĕ пиччĕшне вылямалли тетте — ача-пăча вылякан пĕчĕк машина илсе панă. Çав машина та унăн кĕсйинчехчĕ. Эпĕ унпа калаçнă чухне те вăл машинипе выляса тăчĕ. Хăй çилленме те, тарăхма та пĕлмест, кирек мĕн каласан та ĕненет, кирек мĕн хушсан та итлет. Ун пек çынсем, чăнах та, «рая кĕреççĕ», теме пулать.
— Хытă кăмăллă, хытă чунлă çынна тата чунĕнче канăçлăх тăнăран лăпкă çỹрекен çынна пĕр-пĕринчен епле уйăрса илмелле?
— Хăш-пĕр çын лăпкă çỹрет: ырă ĕçсем тăвать, яланах кĕл тăвать, Таса аттемĕрсен кĕнекисене,Таса Çырăва вулать. Унăн чунĕнче канлĕх тăрать. Туррăн ырăлăхĕ ун чунне канăçлăха панăçемĕн парать. Вăл яланах хаваслă, пуринпе те кăмăллă. Ун пек çынсем пирки Турă çапла каланă: «Турă патшалăхĕ вăл хăвăр ăшăрта». Ытти йышши çынсем те лăпкă çỹренине курма пулать. Вĕсем лăпкă çỹресси çапла пулса пырать: малтан этем чунĕпе тасах пулнă, каярахпа вăл çылăх тунă. Çав çылăхшăн унăн кăмăлĕ пĕр вăхăт пăсăлса çỹренĕ, анчах та ỹкĕнмен. Вăл татах çылăх тунă — каллех ỹкĕнмен. Малалла та çылăх хыççăн çылăх тунă — этемĕн чунĕ хытса та ларнă. Чул пек. Ĕнтĕ вăл Турра та йышăнмасть, каласан та Турă пуррине пĕлесшĕн мар. Çав этемĕн чунĕ çунса кайнă, çывăрса кайнă. Вăл нимшĕн те хуйхăрмасть, никамшăн та пăшăрханмасть. Эпĕ ун пек çынсене сахал мар курнă. Следстви пынă вăхăтра хăш-пĕр çынсене уйрăм камерăсенче тытса усраççĕ. Сăмахран, çынна вĕлерекенсене. Эпĕ çавăн пек çынсенчен пĕри çылăхĕсене каласа панине итлесе курнă. Халĕ ĕнтĕ вăл çук. Виçĕ çынна вĕлернĕшĕн ăна хăйне персе пăрахмалла турĕç. Вăл мана çапла каласа пачĕ: вăл виçĕ çынсăр пуçне тата иккĕшне вĕлернĕ. Вĕсем çинчен пĕлмеççĕ çеç.
— Сана вăл çынсене шел пулмарĕ-и? — терĕм.
— Çук.
— Сана халь нимĕн те пăшăрхантармасть-и?
— Çук. Вĕлернине йышăнатăп, анчах — ỹкĕнместĕп!
Унăн пурăнмалли нумай юлманччĕ ĕнтĕ. Те çавăнпа хаçата çырнăччĕ, хăй тунă ĕçсем çинчен каласа панăччĕ. Юлашкинчен хăй ỹкĕнни пирки пĕлтернĕччĕ. Çапла вара вăл, икĕ тĕнче хушшинче тăраканскер, юлашкинчен чăнласах ỹкĕнчĕ. Эпир ăна Туррăн таса Ỹчĕпе Юнне ăша илтертĕмĕр, Туррăн ирĕкне, Туррăн аллине патăмăр.
Усал çыннăн пит-куçĕ те лăпкă пек, шалта та, унăн ăшне нимĕн те хумхантармасть пек. Анчах ку çиелтен пăхсан çеç. Нумаях пулмасть эпĕ урамра çакнашкаллисене асăрхарăм. Пит лăпкă пек курăнаççĕ хăйсем. Пĕр-пĕрне шутсăр юратнă, хисепленĕ чухнехи евĕр тыткалаççĕ.
Амвросий (ЮРАСОВ) архимандрит.
(«Ĕненỹпе çăлăнăç çинчен» кĕнекерен).

