Юлашки çулсенче çĕршывра, çав шутра хамăр республикăра та контрафактлă алкоголь продукцийĕпе кĕрешесси çине ытларах тимлĕх уйăрни куç кĕрет. Хуласемпе ялсенче спиртлă шĕвексем туса хатĕрлекен вăрттăн цехсене час-часах тупса палăртни те çакна уçăмлăн çирĕплетсе парать.
Паллах, сиенлĕ спирт хутăшĕллĕ шĕвексенчен хатĕрленĕ алкоголь çынсен пурнăçĕпе сывлăхĕшĕн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать.
Алкоголь продукцине саккунсăр майпа туса кăларнăшăн тата сутнăшăн административлă тата уголовлă майпа явап тыттараççĕ. Саккунсăр продукцие тупса палăртсан ăна туса кăларакана тата сутуçăна пысăк суммăлăх штраф пама тата пурлăхне конфискацилеме пултараççĕ. Уйрăм çынсен пĕр хутчен анчах мар саккунсăр майпа алкоголь сутнăшăн саккунпа килĕшỹллĕн явап тытма тивет.
Чăваш Республикинчи потребитель рынокĕн управленийĕн, Роспотребнадзор управленийĕн специалисчĕсем те контрафактлă алкоголе ăша хывни çын сывлăхĕшĕн мĕн тери хăрушă та сиенлĕ пулса тăни çинчен халăх хушшинче ăнлантару ĕçĕсене анлăн йĕркелесе яма кирли çинчен çирĕплетсех калаççĕ.

