Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2025 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕнчи 160-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн строительство облаçĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Шупашкар муниципалитет округĕнчи «Районсем хушшинчи универсаллă «Градостроительство» сахал яваплă обществăн директорне Николай Пантелеймонович КНЯЗЕВА (Лаш Таяпа) «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ строителĕ» хисеплĕ ят панă.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2025 çулхи сентябрĕн 29-мĕшĕнчи 160-мĕш номерлĕ Указĕпе килĕшỹллĕн педагогика ĕçĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Çĕнĕ Шупашкарти «18-мĕш лицей» пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан муниципаллă бюджет учрежденийĕн учительне Алевтина Александровна ТАКИНĂНА (Таяпа Энтри) «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ» хисеплĕ ят панă.

