Çĕршывра кĕрхи призыв тапхăрĕ пырать. Октябрĕн 13-мĕшĕнче Елчĕкри тĕп библиотекăра призыв комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна комисси председателĕ — округ администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынă.
Призывниксен халĕ хĕрỹ тапхăр. Медицина комиссийĕ витĕр тухса сывлăхĕсене тĕрĕсленĕ призывниксене çар пункчĕсене яма пуçлĕç. Вĕсем хăш çар чаçне хăш кун, мĕн вăхăтра çитессине малтанах палăртса хураççĕ. Комсомольски тата Елчĕк округĕсен çар комиссарĕ Альберт Афанасьев пĕлтернĕ тăрăх, призыв комиссийĕ тухтăрсемпе специалистсен пĕтĕмлетĕвĕсене тĕпе хурса, çемьери лару-тăрăва тишкерсе кашни призывник тĕлĕшпе тивĕçлĕ йышăну тăвать. Служба срокĕ иртнĕ çулсенчи пекех пĕр çулталăка тăсăлĕ.
— Çĕршыва хỹтĕлесси таса та сăваплă тивĕç. Ăна Елчĕк округĕн каччисем яланах чыслăн пурнăçлаççĕ. Çар ретне тăракан çамрăксем салтак ятне яланах çỹлте тытса каялла ырă-сывă çаврăнса çитессе шанса тăратпăр, — палăртнă Леонард Левый призывниксемпе тĕл пулнă май.

