Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Савăнăç куççулĕ çеç пултăр

Савăнăç куççулĕ çеç пултăр

Елчĕкри тĕп вулавăшăн пысăк залне арçынсем пĕрин хыççăн тепри пуçтарăнаççĕ. Ятарлă çар операцийĕн паттăрĕсен ашшĕсен тĕл пулăвне йыхравланă вĕсене.

Ывăлĕсем паян хăюллăн, паттăррăн неонацистсене хирĕç çапăçса Раççейĕмĕрĕн çĕрне, чысне, никама пăхăнманлăхне хỹтĕлеççĕ. Шел, вĕсен хушшинче яланлăха астăвăма куçнисем те пур. Ашшĕ кунĕ умĕн çакнашкал мероприяти йĕркелени те кирлех: пĕрлĕхе çирĕплетни, кашниех хăйĕн шухăш-кăмăлне, чунне уçса калаçма пултарни паха.

Çĕршыв хỹтĕлевçисен ашшĕсен вăй-хăвачĕ, çирĕплĕхĕ — чи шанчăклă никĕс. Вĕсем хăйсен тĕслĕхĕпе çĕршыв патриочĕсене çитĕнтернĕ, тĕрĕс воспитани парса пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерме вĕрентнĕ.

Патриотсене патриотсем кăна çитĕнтерме пултараççĕ. Вĕсем — ашшĕ-амăшĕ. Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый сăмахĕсенче çакă тĕп шухăш пулса тăчĕ те.

— Пирĕн çĕршыв çине ĕмĕрсем хушшинче сахал мар тăшман тапăнса кĕнĕ, анчах эпир яланах çĕнтернĕ, хальхинче те çаплах пулĕ, — терĕ Леонард Васильевич. — Пĕр ялта СВО паттăрне юлашки çула ăсатнă чухне салтак амăшĕ каланине нихăçан та манмастăп: «Пирĕн хамăрăн çĕршывран култарса тăмалла мар. Пирĕн ачасем пулмасан, камăн сыхламалла?» — терĕ вăл. Эпĕ яланах çапла калатăп: «Паттăрсем — вилĕмсĕр. Вĕсем кашниех пирĕн асăмăрта упранĕç. Паянхи тата килес çамрăк ăрăвăн камсенчен тĕслĕх илмелли пур».

Ашшĕсен тĕл пулăвне Чăваш Республикин Обществăлла палата членĕ Шарипжан Касанов, асăннă пĕрлĕхĕн округри председателĕ Зинаида Яковлева та хутшăнчĕç. Республика представителĕ ашшĕсен воспитани ĕçĕнчи вырăнĕ тата салтаксене пулăшасси пирки чарăнса тăчĕ. «Кирек мĕнле пулăшу та пĕлтерĕшлĕ», — пулчĕ тĕп шухăш. Пушă алăпа та килмен Шарипжан Шадьярович, ыркăмăллăх акцийĕсен хастарĕсене — Наталия Волкова уйрăм пайтаçăна, Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятельне Сергей Козлов иеромонаха, «Крахмалпром» сахал яваплă общество директорне Александр Кудряшова ЧР Обществăлла палатăн «За содействие специальной военной операции» медальсемпе чысларĕ. Наградăна тивĕçнисем çĕнтерĕве çывхартассинче тĕрлĕ, анчах чăннипех питĕ пархатарлă ĕç пурнăçлаççĕ. Ку, паллах, уйрăм калаçу.

Залра ывăлĕсем паттăрла пуç хунисен ашшĕсем те пулчĕç. Комсомольски тата Елчĕк районĕсен çар комиссарĕ Альберт Афанасьев çĕршыв хỹтĕлевçисене — Евгений Николаевич Чебоксарова (Яманчỹрел), Алексей Юрьевич Журавлева (Ĕнел) Паттăрлăх орденĕпе, Александр Олегович Миронова (Кивĕ Арланкасси) «Хăюлăхшăн» медальпе наградăланине пĕлтерчĕ. Наградăсене ашшĕсемпе ачисене пачĕ вăл.

Калаçу чейпе сăйланнă май сыпăнса пычĕ те, ашшĕсем ывăлĕсемпе отпуска килсен е телефонпа çыхăнса калаçнисене ума кăларчĕç. Салтаксем çывăх тăванĕсене пĕлтернисенче çакă курăнать: «Манăн пурте йĕркеллĕ», «Эпир çĕнтеретпĕрех, эсир кĕтĕр», «Сывлăхлă тăрăр», «Маншăн ан кулянăр…»

Тĕл пулу юрă-кĕвĕсĕр чухăн пулнă пулĕччĕ. Сцена ăстисем шăрантарнă «Яланах асра пулмалла», «Атте-анне çумне ларсан» тата ытти юрă кашнинех аса илỹ ытамне илсе кĕчĕç-тĕр. Чуна пырса тивекен тарăн шухăшлă сăмахсем арçынсен куçĕсене те шывлантарчĕç. Малашлăхра савăнăç куççулĕ çеç пултăр…

Сăн ỹкерчĕкре: Е.Н.Чебоксаровăн наградине çемйине панă самант.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code