Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тăлăхскер

Тăлăхскер

Вĕçĕ. Пуçламăшĕ 41-мĕш номерте.

Чĕри, инкеке лекнĕн, пăчăртанса ларнă пек пулчĕ. Пĕр кана тĕттĕмри шăплăха итлесе выртрĕ. Хăй ăçтине ăнланса илсен лăштах сывласа ячĕ. Çуралнă кил… Сывлăшĕ те урăхларах-çке тăван килте. Йывăç çуртăн кашни пĕрени сывланăн, пурăннăн туйăнать. Пурăнаççĕ те вĕсем. Пĕтĕмпех астăваççĕ те…

Канашри тăлăх ачасен интернатне илсе кайрĕç Юрике. Кукамăшĕ чĕркуçленсе тилмĕрнине итлесе, ача куççульне пăхса тăрасшăн пулмарĕç районти социаллă тытăмра ĕçлекенсем. «Лăпланатăр. Пурте макăраççĕ. Хăй ирĕкĕпе никам та каясшăн мар ача çуртне. Каярах ăнланса илетĕр, акă, çакă тĕрĕс пулнине. Мĕн, ашшĕ-амăшĕсĕр ачана ỹстерме 90 çулти карчăка çăмăл пулать тетĕр-им? Халĕ виççĕмĕш класа кăна каять те, характерне ытлашши кăтартмасть. Кайран, ỹсерехпе, арçын ача кăмăлĕ улшăнать, сире пăхăнми пулать. Тĕрме таврашне лектерес килет-и-мĕн? Пенси укçи те пысăк мар. Выçă вĕлерес тетĕр-и мăнукна? Ача çуртĕнче вара çитересси-тумлантарасси таранах патшалăх хăй çине илет…» — шелсĕррĕн касса татрĕ районтан килнĕ хĕрарăм. Те чăнах та çапла чунсăрччĕ вара вăл, те тăлăх-турат шăпине курса чĕри хытса çитнĕччĕ — калама йывăр, анчах халĕччен те куç умĕнче çав ỹкерчĕк.

70-мĕш çулсем патнелле пыратчĕ вăхăт тени… Пач урăх тĕнчене пырса кĕчĕ Юрик. Ялти пĕр хутлă йывăç шкул тăван кил пекехчĕ пулсан, хĕрлĕ кирпĕчрен купаланă виçĕ хутлă çурта чылайччен хăнăхаймарĕ пĕчĕкскер. Интернат территорийĕ питĕ-питĕ пысăк пек туйăнатчĕ. Йĕри-тавра кунĕн-çĕрĕн çын утать (кайран, çулсем иртсен, 1987 çулта тăлăх ачасемпе ашшĕ-амăшĕн тимлĕхĕсĕр юлнисем валли уçнă Канашри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан интернат шкулăн истори музейне уçнă çĕре ытти воспитанниксемпе пĕрле Юра Краснова та йыхравланăччĕ. Çук, çитеймерĕ вăл унта. Умра Мускавччĕ, çĕршывăн тĕп хулине парăнтарма тытăннăччĕ ĕнтĕ чăваш каччи. Çула тухас кăмăлĕ те çукрахчĕ — шалти кỹренỹ самай тарăн тымар янăччĕ çав. 1990 çулта интерната легендарлă начдив Василий Чапаев ятне панă тенине вуласан савăннăччĕ вара).

Тепĕр пилĕк çул сисĕнмесĕр тенĕ пек иртрĕ. Темĕн те пулса иртрĕ ку тапхăрта. Кỹршисем пулăшкаларĕç пулин те, тек ура çине тăраймарĕ кукамăшĕ. Пĕртен-пĕр çывăх çыннипе сыв пуллашма та памарĕç Юрике. Ачан психикине шеллерĕç пулинех. Каярахпа кăна, вăхăт иртсен, кукамăшĕ ку тĕнчере текех çуккине асăрханса пĕлтерчĕ воспитательница. Ял çыннисем те аса илмерĕç курăнать тăлăха. Тирпейлесе пытарчĕç те кинемее, манăçăнчĕ вăхăтлăха Красновсен йăхĕ, пулман та тейĕн.

Çулла час ир пулать çав. Усал тĕлĕкпе вăраннăскере ыйхă хăйĕн ытамне тек илесшĕн пулмарĕ курăнать. Диван çинче çывăракан Сергее вăратас мар тесе сас-чỹ кăларасран асăрханчĕ вăл. Ĕнер ача чухнехи тантăшĕн мăшăрĕ, вăхăт каç еннелле сулăннине пăхмасăр, наччасра тепĕр хутчен тасатса-çуса тухрĕ кỹршисен пỹртне. Тем пек хăйсем патĕнче юлма ỹкĕтлесен те тăван килнех туртрĕ чунĕ арçыннăн. «Акă, тинех тăван килте эс, Юрик…» Хулари хваттер мар та, кунта кĕлеткен кашни клетки каннăн туйăнать. Хăйĕн пĕчĕк пỹлĕмĕнчен халь-халь кукамăшĕ тăрса тухассăн туйăнать. «Телей пулмарĕ аннỹн. Кĕрỹ вăхăтсăр кайрĕ-çке. Эсĕ кипкере кăначчĕ ун чух. Ытла вĕриччĕ çав аçу. Лара-тăра пĕлместчĕ. Те киле килсе кĕнĕрен аван марланатчĕ вара, ĕçлемесĕр лăпкă ларман нихăçан та. Аннỹпе эпир мĕн, икĕ хĕрарăм, арçын ĕçне пĕлетпĕр-им питех? Ваççа кĕрỹ вара карта-юпасене улăштарчĕ, выльăх витине çĕнетрĕ… Алли ылтăнччĕ çав кĕрĕвĕн. Нурăсри паллаканĕсем пусă чавма пулăшма чĕннĕ те, хирĕçлемен кĕрỹ. Кăмăлĕ питĕ ырă, ăш пиллĕччĕ çав. Шухăшлама та пултарайман çавăн пек инкек пуласса. Вĕренпе çыхăннăскер шăтăкран тăмлă çĕре витрепе çỹлелле парса тăнă чухне газпа минресе вилчĕ вĕт. Тепри анать ăна çỹле хăвăртрах хăпартас тесе, вăл та самантрах вилет. Метан тени самантрах вĕлерет иккен. Кайран аннỹ çавăн пек тесе ăнлантарчĕ…»

Анне-е-е… «Турă пĕр харăс пур çĕрте те пулса ĕлкĕреймен, çавăнпа вăл çĕр çине хĕрарăмсене амăшĕсем туса янă…» Эппин, Турă элчисем вĕсем, аннесем. Аванах астăвать хăйне кун çути кăтартнă, юратса утьăкка сиктернĕ çынна Юрик. Шкулта кĕçĕн классенче вĕрентетчĕ. Пĕчĕккисем аркинчен тытса çỹременни кăначчĕ çав. Амăшĕсенчен те ытларах юрататчĕç хăйсен пĕрремĕш учительницине апăршуксем. Юрика шкула çавăтса кайни те асрах. «Кун пекки, ывăлăм, пурнăçра пĕрре пулать. Шкулта ăс илни тĕнче алăкĕсене яр уçма пулăшать. Вĕренме нихăçан та ан ỹркен…» Шăпах амăшĕ йышăнчĕ чи кĕçĕннисене. Вăтăра яхăн ача хушшинче хăйĕнне ыттисенчен пĕртте уйăрмарĕ. Тĕрĕссипе, ывăлне шкул çулне çитичченех вулама-çырма хăнăхтарчĕ. Хăй те ĕç укçи илсенех района кайса çĕнĕ кĕнекесем туянса килетчĕ. Пĕрре мар каçсерен вăранса кайсан амăшĕ хăйпе юнашар кĕнеке тытса ларнине асăрхатчĕ Юрик. Ăна та куçрĕ пулас кĕнеке тĕнчин асамлăхĕ. Канашри интернатра чухне чăваш çыравçисен кĕнекисене, уйрăмах Александр Кăлканăн юптарăвĕсене, каçăхса кайса вулатчĕ. Мария Ухсайăн «Кăра çилсем» романне виçĕ кунтах «çавăрса хучĕ» те, ĕненмерĕ библиотекарь, содержанине каласа пама ыйтрĕ. Аптраса-вăтанса тăмарĕ пĕчĕк каччă, шăкăртаттарчĕ кăна. Пусмăрпа юн, пуяннисемпе чухăннисем, киввипе çĕнни… Ун чухнех пĕтĕм сисĕм-туйăм идеологи тавралла явăнма-йĕркеленме пуçланă пулинех. Çитменнине каярах хăй Мускавра Ухсайсен хĕрĕпе тĕл пулса калаçасса кам шухăшлама пултарнă?!!

Сар хĕвел пек амăшĕ те нумай пурăнаймарĕ, апăрша. Иккĕмĕш класра вĕренетчĕ-ха Юрик. Пĕррехинче çапла амăшĕ урок вăхăтĕнчех, доска умĕнче тăраканскер, сулăнса кайрĕ. «Нимех те мар. Пуç çаврăнса кайрĕ. Иртсе каять акă», — тесе учитель вырăнне пырса ларчĕ. Шурса кайнă сăнлăччĕ. Ывăлĕ хăй çине пăшăрханчăклăн пăхнине кура: «Лăплан. Йĕркеллех…» — тенĕн йăл кулса илчĕ. Тепринче тата урамран кĕчĕ те, кукамăшĕ амăшне хистесех апат çиме йыхравланине асăрхарĕ. Ывăлĕ умĕнче турткаланса тăма аван мар терĕ-тĕр, сĕтел хушшине юнашар кĕрсе ларчĕ хайхискер. Нимех те сисмерĕ Юрик, кăмакара чугунра пĕçернĕ какайлă купăста яшкине (çак каллех çав яшка тути килсе кĕчĕ çăварне выртнă çĕртех) самантра тенĕ пек çисе ячĕ. Чăх какайне те çавăрттарса хучĕ. Амăшĕ хăй çине юратса пăхнине, пуçĕнчен шăлса илнине хальхи пекех астăвать те, вăл чирлĕ пулма пултарнине ăнланса илеймен çав ун чухне пĕчĕкскер. «Çи, çи, ачам-ылтăнăм, санăн ỹсмелле, çын пулмалла, патварланмалла, вăйлă пулмалла», — тенине вара халĕ те астăвать. Кукамăшĕ пăшăрханса: «Хĕрĕм, какайне çиеймесен те шỹрпине те пулсан сып-ха, сып. Тен, вăй кĕрĕ…» — тесе вăрçнăнах ỹкĕтлерĕ пулин те, икĕ-виçĕ кашăк кăна сыпрĕ тутлă яшкана амăшĕ.

Кулянтарасшăн пулман çав ĕнтĕ пĕчĕк ачана. «Юрик, ывăлăм, уçă сывлăша тух, юлташусемпе выля, шыва кĕме кайăр, килте ан лар. Эпĕ выртса илем-ха, вăй çукрах…» — тесе урама кăларасшăнччĕ амăшĕ. Пĕчĕкскер, ача ăс-пуçĕпе ăнланман çав ун чухне чи çывăх çынсем те кайма пултарасса. Кукамăшĕ куçĕсене вăрттăн шăлнине пĕрре мар асăрханă та, инкек хăйсен килне паян-ыран килесси пуçра та пулман. Амăшĕ вара нумаях та пурăнаймарĕ. Пĕр ир куçне уçсанах кукамăшĕ сĕтел хушшинче хытса кайнăн ларнине асăрхарĕ Юрик. Куçĕсенчен куççуль шăпăртатса юхать. Çакăн пек сасăсăр хỹхлеве курма пушшех те хăрушă иккен. Амăшĕ хусканусăр выртакан кравать патнелле утма тытăннăччĕ кăна, кукамăшĕ чупса пырса Юрик çулне пỹлчĕ, ачана ыталаса илчĕ. «Ан хăра, эс пĕччен мар, сан эпĕ — кукаму пур, пĕрлех пурăнăпăр. Никама та памастăп сана…» — куççуль витĕр пăшăлтатрĕ вăл.

— Эсир мĕн, халĕ те хуп турттаратăр-им? — шавлăн килсе кĕчĕ тантăшĕ — эпир санпа — патшалăх çыннисем. Çывăрса вăхăта пустуй ирттермелле мар пирĕн. Сан депутат пулăшăвĕ кирлĕ. Ахальтен-и-мĕн «халăх тарçисем» теççĕ сире, депутатсене. Кала-ха, Краснов юлташ, мĕнле çав Патшалăх Думи таран çĕкленме пултартăн эсĕ, пирĕн Юрик? — çаплах шăл йĕрчĕ-ха Мăкăля.

Мĕнле? Тăлăх чунне кĕнеке вуласа лăплантаратчĕ Юрик. Ача чăннипех те литература тĕнчипе кăсăкланнине кура хĕрарăм-библиотекарь ăна валли тĕрлĕ жанрлă хайлавсем суйласа паратчĕ. Калавсем, юптарусем… Каярах повеçсемпе романсене те тиркемерĕ. Аслă классенче детективсемпе приключениллĕ, историллĕ произведенисене уйрăмах кăмăллама пуçларĕ. Уроксем хыççăн ыттисем пек мечĕк хăвалама мар, библиотекăна васкатчĕ Юрик. Хăйне уйăрса панă лăпкă кĕтесе вырнаçатчĕ те кĕнекери геройсен пурнăçне кĕрсе ỹкетчĕ. Е тата интернат çумĕнчи улмуççи садне тухса ыттисенчен пытанатчĕ те каллех кĕнекесенчи историсен асамлăхне йĕрлеме пуçлатчĕ. Тата тепĕр вăрттăнлăх пулнă ачан. Никама та каламан вăл çакăн çинчен. Тỹпери кăвак пĕлĕтсем çине тăранайми-чарăнайми тинкерме пултаратчĕ Юрик. Пĕлĕтсен хăйсен пурнăçĕ пек туйăнатчĕ. Чĕнмесĕр-шавламасăр унта, çỹлте, урăхла пурăннă пек туйăнатчĕç пĕлĕтсем. Мĕн-ши çакă, ачапчаланни-ши? Тепĕр тесен халĕ те, утмăлалла пырать пулин те, каçсерен хăй пурăнакан вунтăхăр хутлă çуртăн тăххăрмĕш хутĕнче вырнаçнă хваттер балконĕнчен вăрахчен сăнать вăл ачалăхне аса илтерекен кăвак тỹпене, çăлтăрсене… Миçе хутчен, Мускаври çурчĕн балконĕ çинче тăнă чухне, чăваш çĕрĕнчи яла, çарран чупса çỹренĕ çеремлĕ урама, çак пỹртри йывăç пĕренесене, кукамăшĕн кăмака яшкисене, амăшĕн çемçе те ачаш аллисене аса илмен-ши Юрий Васильевич халăх депутачĕ? «Сана та, Мăкăля, сана та манман эпĕ, карта урлă чалт та чалт сикнине питĕ лайăх астăватăп…» — сасăпах каласа ячĕ хайхискер.

— Интернатра пилĕк çул пултăм. Саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне пирĕн пеккисене Мускаври техучилищĕне вĕренме яма май пур терĕç. Каярах тин пĕлтĕм, хайхи хĕрарăм-библиотекарь интернат директорĕ патне çитнĕ, ман çинчен каласа панă. Виçĕ ачаран пĕри эпĕ пултăм. Çапла лекрĕм тĕп хулана. Кунта та общежитиччĕ пулин те, ирĕклĕччĕ эпир. Хупса лартмастчĕç тăватă стенара, музейсене, выставкăсене илсе çỹретчĕç. Библиотекăсем те чылай пуянччĕ. Ĕненмелле мар та, çав çỹл тỹперен аттепе анне, кукамай сăнаса-пулăшсах тăраççĕ тейĕн — кунта та ырă çынсем асăрханă мана. Пĕр преподаватель килне хăнана илсе кайрĕ. Мăшăрĕпе иккĕшех пурăнаççĕ иккен. Ывăлĕ пек йышăнчĕç. Каярах тин вĕсем иккĕшĕ те еврей çыннисем пулнине ăнлантăм. Тĕрĕссипе, вĕсем хăш наци çынни пулни мар, вĕсенчи çынлăх, ырăлăхпа ăшăлăх илĕртрĕç пулас мана, интернатра ỹснĕ ял ачине. Ача çурчĕн, интернатсен пурнăçне никама та сунмăттăм. Вырăс е чăваш, лайăх е япăх, чухăн е пуян, хулара пурăнаççĕ е пирĕнни пек пысăках мар ялта, çуралнă килте, тăвансемпе, атте-аннепе юнашар пурăннине мĕн çиттĕр?!! Халĕ çак енĕпе ĕçлекен комитетра эпĕ. Ачан кăмăлĕ çук пулсан, ăна никам та, нимĕнле патшалăх та, социаллă пайра ĕçлекенсем те интернатсене вăйпа тытса яма пултараймаççĕ… Чăннипех те мана, тăлăх чăваш чĕппине, сахал мар пулăшрĕ, ăс-тăна вĕрентрĕ, тĕнчепе паллаштарчĕ çав еврей çемйи. Питĕ ăслă, анлă тавра курăмлă, мал шухăшлăскерсем. Ăçта илсе çитеретчĕ-ши мана пурнăç сукмакĕ ку таранччен — калама йывăр. Шел, чылай çул иртрĕ, вĕсем те çамрăк мар ĕнтĕ текех. Вĕсем сĕннипех, акă, Сергей Петровичпа çуллахи каникул пулнипе усă курса ятарласа тăван кĕтесе çитсе килес, кайнисене пуç таяс, сана, Мăкăля, курса ыталас терĕмĕр… Çулсем иртнĕçемĕн эпир япăхрах, анчах ытларах курма тытăнатпăр. Çамрăкрах чухне вара куç умĕнчи япалана курма пĕлместпĕр. Пурнăç пире тĕрлĕрен паллăсем парать, асăрхаттарать, вĕрентет… Эпир вара — суккăр… Тăлăхсем çинчен каласа парас-и сана? Мана, юрĕ, çемьерен — кукамайран — вăйпах уйăрнă тейĕпĕр. Ыттисем вара? Хăр-тăлăхсем сахалччĕ унта, интернатра, çукпа пĕрехчĕ. Ĕçекен ашшĕ-амăшĕнчен туртса илнисем, укçа-тенкĕ çитменнипе пырса янисем… Пĕрисен ачине тата тỹлевлĕ операци тумалла пулнă, чĕрипе аптранă иккен. Укçа çук. Мĕн тумалла? Ашшĕ-амăшĕ хайхи чирлĕскере интерната леçнĕ — унта тăлăх тесе патшалăх шучĕпе операци тунă лешне чăннипех те. Çапла вăл паян пурнăç тени. Шел те, интернатсенче ачасене ирĕклĕ пурнăçа кирлĕ пек хатĕрлесе çитереймеççĕ çав. Юрĕ, 18 çулта тăлăхсене пурăнмалли лаптăкпа тивĕçтермелле тейĕпĕр. Тивĕçтереççĕ те. Анчах вĕсем çав çула çитсе те ĕç укçи мĕнле пуçтарăннине, налук, коммуналлă тỹлевсем мĕнне пĕлмеççĕ. Çемье тесен… Интернат ачисенчен чылайăшĕ каярах та йăва çавăраймасть, çемье пĕлтерĕшĕпе хакне ăнланса илеймест. Эпĕ те çавсен шутĕнче пулас… Интернат алăкĕсенчен тухаççĕ те пач урăх тĕнчене лекеççĕ-çке-ха вĕсем. Унта вара, Николай Петрович, тантăшăм, хăв та ăнланма кирлĕ, укçа хуçаланать.

Мускавра тымар ярса пурăнать пулин те, чăвашлăх туртăмĕ çирĕп упранать Юрий Васильевичра. Пине яхăн километра хыçа хăварса тăван килне таврăннă вăл.

Йăмраллă тăван ялăн пыллă та уçă сывлăшĕ чуна канăçлăх кỹрет. Тăван ялта эсĕ тăлăх мар текех, Юрий. Пĕччен мар. Аçу-аннỹ, йăх-несĕлỹ кĕтет сана кунта…

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code