Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче комсомол райкомĕн пленумĕсене Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕсем — Петр Комиссаров, Аркадий Богданов, Петр Печков, Петр Сидоров учительсем тата ыттисем активлă хутшăнатчĕç. Вăл вăхăтри комсомолпа партин ылтăн фончĕ пулнă вĕсем.

Аслă юлташăмăрсенчен Кỹлпуçĕнчи Олимпий Сазонов та питĕ харсăрччĕ. Пурăннă пулсан вăл ноябрĕн 17-мĕшĕнче 100 çул тултармаллаччĕ. Пурнăç опычĕ пуян пулнă çав ĕнтĕ унăн. Хаяр вăрçа тин çеç 17 çултан иртнĕскере ăсатнă. Сержант радист специальноçне вĕреннĕ хыççăн вăрçă вĕçленичченех Прибалтика фронтĕнчи 29-мĕш стрелковăй дивизире радиостанци начальникĕ пулнă. Тăшмана хирĕç атакăна та сахал мар çĕкленнĕ. Вăрçа тулли тапхăр хутшăнман пулсан та, вăл — чăн-чăн паттăр: I степень Отечествăлла вăрçă орденĕн, «Хăюлăхшăн» (2 хутчен), «Çапăçури паллă ĕçсемшĕн» медальсем — унăн паттăрлăхĕн çирĕплетĕвĕсем. Патăрьелти педагогика училищинче, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институтĕнче пĕлỹ илнĕскер, Хăвăлçырмари, Елчĕкри шкулсенче учитель, завуч, директор пулса тăрăшнă. Ачасене тарăн пĕлỹ тата чун-чĕре ăшшине панă вĕрентекенĕн наградисен пухмачĕ «Халăх çут ĕç отличникĕ», РСФСР педагогика обществин «Педагогикăри творчествăлла ĕçшĕн» паллăсемпе пуянланнă. 1959-1962 çулсенче Олимпий Алексеевич районти вĕрентỹ пайĕн инспекторĕнче вăй хуни те унăн пултарулăхĕпе яваплăхне шута илни.
Олимпий пулас профессине учительте кăна курнă пулĕ, мĕншĕн тесен ашшĕпе амăшĕ те, амăшĕн аппăшĕ те, ытти çывăх тăванĕ те — пурте шкулта ĕçленĕ. Ашшĕ çулĕ çине Владислав ывăлĕ те тăнă, вĕрентỹ тăсăмне виçĕ теçеткене çитернĕ. Пĕтĕмĕшле вара Сазоновсен педагогика стажĕ 230 çултан та иртет.
Фронтовик-учитель мĕн чĕри тапма чарăниччен общество ĕçĕпе пурăннă. 2019 çулхи ноябрĕн 21-мĕшĕнче 94 çул тултарсан ĕмĕрлĕхех куçне хупнă вăл. Халĕ шутлатăн та, Олимпий Алексеевичăн та, çỹлерех асăннă ĕçтешĕсен те, тăтăшах халăх хушшинче пулнăран-ши, ватăлма «вăхăчĕ те пулман-тăр».
Олимпий Сазонов 1964 çулта виçĕ коллективăн — Хăвăлçырма, Комсомольски районĕнчи Хырай Ĕнел тата Тутарстанри Кайпăç районĕнчи Мишер шкулĕсен çыхăнăвне йĕркелес, унтан çирĕплетес тĕллевпе «Туслăх кăвайчĕ» фестиваль пуçарса янă. Майăн 19-мĕшĕнче, Пионер организацийĕ çуралнă кун, вĕрентекенсемпе ачасем çулсерен черетленсе пĕр-пĕрин патĕнче пулнă май, спорт ăмăртăвĕсенче, юрă-ташăра тупăшнă, тĕрлĕ куравпа паллашнă. Аслисемшĕн пирваях ĕç опытне ăса хывни пĕлтерĕшлĕ пулнă. Пĕрлĕх уявĕ ялти шкул хупăничченех пынă.
Агитатор, лектор-докладчик та вăлах. Ялти коммунистсен политвĕренĕвĕн пропагандисчĕ те. КПСС райкомĕнче ĕçленĕ май занятисем пирки кăсăклансан яланах: «Ирттернĕ, ирттернĕ», — тесе çар çынни пек хуравлатчĕ. Курнăçсан вара калаçу ирĕккĕн юхатчĕ, ĕлĕкхи туссем пекех. Кăмăлтан çурăмран лăпкаса илетчĕ, хавхалантарма тăрăшатчĕ.
Олимпий Сазонов тăрăшуллă ялкор пулнипе те паллă: нумай çул район, республика хаçачĕсемпе тачă çыхăну тытнă. Статйисем, астăватпăр, тарăн шухăшлăччĕ. Ытларах вăл шкулти тата çемьери воспитани темине çутататчĕ. 1957 çулта хисеплĕ çыннăмăр РСФСРти, каярахпа республикăри III тата IV рабочисемпе ялти корреспондентсен съезчĕсене делегат пулса хутшăннă. Поэзи жанрĕнче те тĕрĕсленĕ хăйне — сăввисем авторăн аптăраманлăхне çирĕплетеççĕ те. «Очерксем. Статьясем», 2002 çулта «Ахальтен иртмерĕ манăн ĕмĕр» кĕнекесем кăларнă.
Пурнăçра çапла: пултаруллă çыннăн ăнăçлă та тухăçлă утăмне кура «тиевне» те хушсах пыраççĕ. Пирĕн геройпа та çаплах. Вăл нумай çул хушши «Знамя» колхозăн 4-мĕш комплекслă бригадинчи стена хаçачĕн редакторĕ, колхозри парти организацийĕн секретарĕн заместителĕ пулнă, тăватă хутчен ăна ял Канашĕн депутатне суйланă.
1997 çулта Шупашкара пурăнма куçсан хĕрỹ чĕреллĕ ватă унта та канăç мĕнне пĕлмен. Майор званине çитнĕ Чăваш Енри вăрçă ветеранĕсен Совечĕн членĕ «Çĕршыв ывăлĕсем» пĕрлĕхĕн кĕнекисене хатĕрлеме, кăларма пулăшнă. Мăнукĕ вĕреннĕ 37-мĕш шкулпа çыхăну тĕвĕленĕ май, унта музей йĕркелеме пулăшнисĕр пуçне çемье архивĕнчен документсемпе сăн ỹкерчĕксем тăратнă. Паттăрлăх урокĕсенче ĕçпе вăрçă ветеранĕн ачасене каласа памалли те сахал мар пулнă.
…Ватлăхра та çамрăклăх таппинче пурăннă çыннăмăр пирĕн асăмăртах.
Николай МАЛЫШКИН.

