Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Нарпике ăраскалĕ»

«Нарпике ăраскалĕ»

«Хĕр ĕмĕрĕ — хăналăх, арăм ĕмĕрĕ — яланлăх», — тенĕ ĕлĕкех чăвашсем. Атте-анне килĕнче сăпкари пек ярăнса ỹснĕ чух яланах çапла телейлĕ пурăнассăн туйăнать-тĕр. Ахăртнех, чылай пике лайăх каччăпа паллашса çемье çавăрма, ача-пăчаллă пулма ĕмĕтленет. Унччен вара савăк çамрăклăхпа киленет, пĕрне вăрттăн савать, тепринпе тĕл пулăва васкать пуль. Хĕр чух хĕрĕх, яш чух аллă.

Çапларах шухăшсем çуратать Тимĕр Алюш Валин «Нарпике ăраскалĕ» романĕ. Вăл нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухрĕ. Редакторĕ — Ольга Федорова, ỹнерçи — Ирина Калентьева. Тиражĕ — 1000 экземляр.

«Нарпике ăраскалĕ» кĕнекери ĕçсем 1900-2023 çулсенче пулса иртеççĕ. Романри тĕп сăнар — Нарпике ятлă чăваш хĕрĕ. Малтанах вулакан унăн аслашшĕ-асламăшĕн — Тимреспе Сарпин — кун-çулĕпе кĕскен паллашĕ, унтан ашшĕпе амăшĕ — Арханпа Элиме — патне куçĕ. Шăпах вĕсен пĕрремĕш пепки-мĕн Нарпике. Туслă та пуян çемьере ỹсекенскерĕн малашлăхĕ те çутă, тумхахсăр пулас пек. Тăван яла, çĕр ĕçне питĕ юратать вăл. Тантăшĕсем пек хулана кайма ĕмĕтленмест, çуралнă тăрăхрах тĕпленесшĕн.

«Шкулта аслă классенче вĕреннĕ чухне пике чĕрине юрату çулăмĕ хыпса илет. Пурнăç вара тĕлĕнтермеллипех тĕлĕнтерет: Нарпикене савакан Тайман çине çаврăнса та пăхмасть хĕр, хăй килĕштерекен Кирей вара ăна çеç мар, ытти пикене те ытамне илет, килĕсене ăсатать иккен. Ăна та лăпкăнах йышăнать-ха Нарпике, анчах та пĕр тĕл пулу хыççăн сивĕнет савнийĕнчен. Çакăнтан тĕп сăнарăн пурнăçĕ тăрук улшăнать: ăна Тайманпа та, Кирейпе те пĕрле пулма пỹрмен», — çырать Ольга Федорова редактор «Тĕпре — чăваш ялне чун-чĕререн юратакан сăнар» ум сăмахра. Ленинградри аякри тăванĕн — Марфа аппан — ывăлĕ Аттай та хĕре тỹрех куç хывать, ăна качча илме те хирĕç мар. Анчах урăххине савакан, ялшăн тунсăхлакан пике шавлă хулара юлĕ-и? Кил хуçисен пуянлăхĕ те илĕртмест ăна.

Таса юрату çинчен ĕмĕтленекен хĕрĕн кун-çулĕ тахăш самантра арăш-пирĕш çаврăнса каять.

Кĕрхи-хĕллехи каçсенче вулама кăмăллă пулĕ хайлава. Эппин, унпа паллашма васкăр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code