Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Малтисене палăртнă

Малтисене палăртнă

Елчĕк муниципалитет округĕн администрацийĕ ял хуçалăх предприятийĕсем, уйрăм выльăх-чĕрлĕх пăхакансем кăçалхи 9 уйăхра ăмăртса ĕçленине пĕтĕмлетсе çапла йышăннă:

  1. Ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинчи ĕçлĕ ăмăртура «Победа» ООО çĕнтернĕ. Отчетлă тапхăрта кунта пурĕ 37774 центнер сĕт, 2320 центнер аш-какай туса илнĕ, пĕр ĕнерен 8764 килограмм сĕт сунă, мăйракаллă шултăра выльăхсем пĕр талăкра 800 грамм ỹт хушнă. «Победа» ОООна куçса çỹрекен ялав тата диплом парса хавхалантарнă;
  • сысна ĕрчетессипе сарăлнă ăмăртура «Прогресс» АХО çĕнтернĕ. Отчетлă тапхăрта кунта 2673 центнер сысна ашĕ туса илнĕ, самăртма хупнă ушкăнри сыснасем пĕр талăкра 673 грамм ỹт хушнă, кашни 100 тĕп амаран 1465 çура илнĕ. Ял хуçалăх предприятине куçса çỹрекен кубок тата диплом панă.
  • 2. Фермăсен коллективĕсем хушшинчи ăмăртура çак ĕçченсем çĕнтернĕ, вĕсене округ администрацийĕн Хисеп грамотисемпе чысланă:
  • «Победа» ОООри Елена Ильинична ДЕРГУНОВА ĕне сăвакан оператора. Вăл кашни ĕнерен 10230 килограмм сĕт сунă;
  • «Победа» ОООри Ольга Александровна РОМАНОВА пăру пăхакан оператора. Вăл пăхакан пăрусем пĕр талăкра 1100 грамм ỹт хушнă;
  • «Сатурн» ЯХПКри Юлия Андреевна ИЗМАЙЛОВА мăйракаллă шултăра выльăх самăртакан оператора. Ăна çирĕплетсе панă мăйракаллă шултăра выльăхсем пĕр талăкра 1130-шар грамм ỹт хушнă;
  • «Прогресс» АХОри Наталия Валерьевна ЕРЕМЕЕВА сысна çăвăрлаттаракан оператора. Вăл кашни тĕп амаран 17,4 çура илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code