Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕлĕх сахал мар

Çĕнĕлĕх сахал мар

«Пуçару бюджечĕ» проект вăя кĕнĕренпе округри ялсенче чылай ĕç туса ирттерни курăнать. Аслă Пăла Тимеш территори пайĕнче те çĕнĕлĕх сахал мар.

Лайăх улшăнусене Энтепе, Çĕнĕ Арланкасси ялĕсенче те асăрхатăн. Кăçал, акă, икĕ ялăн масарĕсенче вăхăтлăх çуртсем туса лартрăмăр. Вĕсенче Николай Клементьев («Строй-Сфера» ООО) тата Станислав Герасимов («ГерСА» ООО) ертсе пынă строительсен бригадисем тăрăшса ĕçлерĕç. Лавккаран пуçласа ĕне ферми патне çитичченхи çула вак чул сарса хытарнă. Ку ĕçе пурнăçлама халăхран укçа-тенкĕ пачах пуçтарман — ăна «Энтепе» сахал яваплă общество дирекцийĕ саплаштарчĕ. Çавна май унăн директорне, округри Депутатсен пухăвĕн депутатне Андрей Васильева чĕререн тав тăватпăр. Вăл ытти ыйтăва татса парассинче те яланах тимлĕ. Палăртнă ĕçе вара подрядчик — «ДПМК «Батыревская» ООО (директорĕ — Ферид Пукачев) вăхăтра тата пахалăхпа вĕçлерĕ.

Клуб йĕри-тавра кармашакан топольсене тахçанах касма шутланăччĕ ял çыннисем. Вĕсем асар-писер çанталăкра хăрушлăх та кăларса тăратма пултараççĕ-çке-ха. Ку енĕпе Андрей Дружинин питĕ маçтăр пулнине пĕлетпĕр те, ăна чĕнтĕмĕр. Халĕ çутă та ирĕклĕ унта.

Иртнĕ çулсенче те ахаль ларман-ха ял-йыш. Çĕнĕ Арланкассинчи Çĕмĕрткасси, Çĕнĕ кас урамĕсене тата масар енне каякан çула вак чул сарса çирĕплетрĕмĕр. Клуб территорийĕнче ача-пăча площадки, юрă-ташă сцени туни те питĕ вырăнлă пулчĕ. Хамăрăн депутат кунта та айккинче юлмарĕ.

Пурăнакан вырăнта хăтлăх йĕркелесси, тирпей-илем кĕртесси пĕтĕмпех хамăртан килет.

Николай АЛЕКСАНДРОВ.
Çĕнĕ Арланкасси ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code