«Ку кĕнеке пирĕншĕн хăй те ылтăн пекех хаклă», — терĕ Чăваш халăх поэчĕ Раиса Сарпи «Золотой салют колосьев» кăларăм пирки.
Иртнĕ эрнекун Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче шăпах çак кĕнекен презентацийĕ иртрĕ. Ăна Крымра Гаспринский Медиацентрĕ кăларнă. Кĕнекене Чăваш Енри 48 авторăн сăввисем кĕнĕ: классиксенчен пуçласа паянхисем таранах. Çурла уйăхĕнче Алушта хулинче Пĕтĕм тĕнчери 1-мĕш «Кĕнеке вăл — вилĕмсĕрлĕх» фестиваль иртрĕ. Унта Чăваш Енĕн пултарулăх делегацийĕ те хутшăнчĕ.

