Эс вăрçăра паян. Шăпа. Ытла та йывăр-çке сана.
Шутлан та çамрăк пуçупа: мĕн-ма-ши çунтаран хăвна?
Çутă кунсемшĕн савăнасчĕ, сывлăх пулсан — хитре тĕнче.
Кайăк вĕçсен çунатланасчĕ, хĕвел вылять питсем çинче.
Шăпчăк сасси çепĕç килсессĕн, тапать чĕре, хавас ăна.
Чун ăшшине шăпа сĕнсессĕн, Çĕнтерỹпе кĕтеç сана…
Валерий ПЕТРОВ.

