Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паттăрсен ячĕсем яланах асра

Паттăрсен ячĕсем яланах асра

Декабрĕн 9-мĕшĕнче, Тăван çĕршывĕн Геройĕсен кунĕнче, округра паттăрсене халалланă мероприятисем иртнĕ.

Округ администрацийĕн, культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем, предприяти-организацисен представителĕсем паттăр салтаксен палăкĕсем умĕнче вĕсене асăнса, Тăван çĕршыв умĕнчи манăçми паттăрлăхне чыс туса пĕр минут шăп тăнă, чечексем хунă. Пуçтарăннисем умĕнче округ администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Марина Павлова, Николай Петров Раççей Геройĕн ашшĕпе амăшĕ — Алексей тата Олеся Петровсем сăмах каланă.

Кивĕ Эйпеç ялĕнче пурăнакан Социализмла Ĕç Геройне Н.И.Панкратова делегаци килне çитсе саламланă. Округ пуçлăхĕн Леонард Левыйăн саламне çитернĕ май Марина Павлова Николай Ивановичăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ пысăк хисепре, пуриншĕн те тĕслĕх вырăнĕнче пулнине, Тăван çĕршывăн, тăван тăрăхăн аталанăвĕшĕн, çутă малашлăхĕшĕн пур вăя хурса тăрăшма хавхалантарнине палăртнă. Салам сăмахĕсем çумне Елчĕкри халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрăн ертỹçи Владимир Федоров, «Комбайн» ЯХПК председателĕ Гурий Федоров, Аслă Пăла Тимеш территори пайĕн начальникĕ Ольга Тихонова та хутшăннă.

Çак кун Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренекенсемшĕн те асра юлĕ. Вĕсене савăнăçлă лару-тăрура кадетсен — пулас Раççей хỹтĕлевçисен — шутне илнĕ. Кадетсем çак ята тивĕçлĕ пулма сăмах парса Присяга тытнă, Раççей Хĕç-пăшаллă вăйĕсен çар служащийĕсем вĕсене ăнăçу та çитĕнỹсем сунса кадет удостоверенийĕсем панă. Мероприятие ачасене хавхалантарма вĕрентекенсемпе ашшĕ-амăшĕ анчах мар, округ администрацийĕ, çар çыннисем, хĕрỹ точкăсенче пулнă тата çар ĕçĕн ветеранĕсем те хутшăннă.

Е.ИГНАТЬЕВА сăн ỹкерчĕкĕсем.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code