Пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтермелли тытăма лайăхлатас, чрезвычайлă лару-тăрăва сирсе ярас тата асăрхаттарас тĕлĕшпе тунă çитĕнỹсемшĕн, тухăçлă ĕçшĕн тата ĕç-хĕлĕн пысăк кăтартăвĕсемшĕн Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хурал чаçĕ «Чăваш Республикин пушара хирĕç кĕрешекен служби» хысна учрежденийĕн подразделенийĕсем хушшинче «2015-2025 çулсенчи чи лайăх пушар хуралĕн чаçĕ» кубока тивĕçнĕ. Йывăр та яваплă професси ĕçченĕсене саламлатпăр!

