Калав
— Асанне, сан пата пан улмисем хăйсемех кусса пыраççĕ, — тĕлĕнет кĕçĕн мăнукĕ. — Ман пата пĕри те килмест. Йывăç çинчен татса илесчĕ — алă çитмест.
— Э, ачам, эпĕ сакăр теçеткепе пыратăп ĕнтĕ. Хам ĕмĕрте мĕн кăна тумарăм-ши. Тырă акрăм, выртăм, пуçтартăм, çурт лартрăм, ача-пăча ỹстертĕм, хĕрсене качча патăм, ывăлсене авлантартăм. Ку йывăçсене сакăр çул каялла лартса ỹстернĕччĕ. Халь, кур, çимĕç параççĕ.
— Ай, тутлă-çке пан улмийĕсем, — хавасланчĕ Çеруш.
— Мăнукăм, улмуççисем — çын пекех. Вĕсене юратса пăхмалла. Лартнă-лартманах кашнинпе ачашшăн калаçаттăм, кĕркунне айĕсене тислĕк хунă, çулла шăварнă, çулçисене хурт ересрен сыхланă. Ватăлтăм ĕнтĕ. Эсĕ вара каярахпа сад пахчине çĕнĕ улмуççисем лартăн.

