Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Тăрăшсан çитĕнỹ пулать

Тăрăшсан çитĕнỹ пулать

Вĕренекенсем хăйсен пĕлĕвне, тавра курăмне тĕрлĕ ăслăлăх конкурсĕнче тĕрĕслесси — хăнăхнă пулăм. Уйрăмах предмет олимпиадисен витĕмĕ пысăк.

2025-2026 çулсенчи вĕренỹ çулĕнче округри шкулсенче иртекен олимпиадăсене ытти чухнехи пекех 5-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăннă: 19 предметпа 642 ача. Чи пултаруллисене муниципалитет шайне суйласа илнĕ. Кунта ĕнтĕ сакăр вĕренỹ учрежденийĕнчи 7-11 классенчи 604 пĕлỹ илекен тупăшнă. Çавăн пекех наци чĕлхисемпе тата тăван ен культурипе (пĕтĕмпе 5 предметпа) 35 вĕренекен тĕрĕсленнĕ.

Олимпиадăсенче ятарлă требованисене мĕнле пăхăннине контрольлес тĕлĕшпе обществăлла сăнавçăсене аккредитациленĕ. Педагогика ĕçĕн ветеранĕ Вера Катюкова тата Андрей Воробьев адвокат 2025 çулхи ноябрĕн 11-мĕшĕнчен пуçласа декабрĕн 19-мĕшĕччен иртнĕ кашни олимпиадăна хутшăнма тăрăшнă.

Муниципаллă тапхăр 19 предметпа иртнĕ. Пĕтĕмĕшле кăтартупа 144 çĕнтерỹçĕпе призера палăртнă, ку вăл 23,84 (2024 çулта — 22,39) процентпа танлашать. Кăçалхи вĕренỹ çулĕнче малтисен йышĕнче 13 çын ытларах. Ку вăл участниксен тĕрĕс хуравĕсен 35 (40) процентне шута илнипе çыхăннă.

Юлашки çулсенче Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкул олимпиадăсене хутшăннин тухăçлăхĕпе малти ретре пырать. Ку тĕлĕшпе Çирĕклĕ Шăхаль, Курнавăш, Çĕнĕ Пăва шкулĕсен те ỹсĕм палăрать. Патреккелĕнчи тĕп шкул çĕнтерỹçĕпе призер хатĕрлени те аван.

Иртнĕ икĕ çулхи кăтартупа илсен, тухăçлăх шайĕпе Лаш Таяпа, Аслă Елчĕк, Патреккел шкулĕсем юларах пыраççĕ.

Вĕренекенсем биологи, литература, технологи тата экологи предмечĕсемпе ытларах палăрнă пулсан, географипе, химипе, математикăпа, информатикăпа çĕнтерỹçĕсемпе призерсен çирĕплетнĕ виçине пĕр призер çеç лекнĕ. «Мировая художественная литература» предметпа вара пачах никам та палăрман.

Хăш-пĕр вĕренекенсем шкул чысне нумай предметпа хỹтĕленĕ, вĕсенчен ăнăçуллисем те пур. Елчĕк шкулĕнчи Герман Кузьминпа Тимур Амасев тỹрех 5-шер олимпиадăра призлă вырăнсем йышăннă. Сăмах май, Тимур биологипе Пĕтĕм Раççейри предмет олимпиадисен регионти тапхăрĕнче призерсен йышне кĕнĕ. Асăннă шкултанах Дарья Безрученкăпа Александр Кузьмин, Курнавăшри Андрей Афанасьевпа Кушкăри Карина Михеева 4-шар предмета ăнăçлă парăнтарнă.

Пултаруллă ачасене тупса палăртасси, вĕсемпе вĕренỹ çулĕн пĕтĕм тапхăрĕнче тĕллевлĕ ĕçлесси кашни педагогран килет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code