Калав
Хресчен уринчи çăпатине хыврĕ те:
— Сана тăхăнса ăçта кăна çитмерĕм-ши пурнăçра: хирте суха турăм, вăрманта йывăç касрăм, турттартăм… Вăйăм чакрĕ-çке. Ара, чăлана тухса çакам мăнтарăн хаклă çăпатама. Кивĕ пулин те мăнукăмсене кăтартма юрĕ. «Пирĕн кукаçи çăпатапа çỹренĕ», — теччĕр. Ĕлĕкхи нушаллă пурнăçа пĕлмелле вĕсен. Çăпатана хам хуçаттăм вĕт, — терĕ.
— Тыт-ха, старик, çак мăшăр кирсă атта, ăна паян лавккара туянтăм, сан уруна шăпах виçеллĕ, — шухăшлăн пĕлтерчĕ Кĕтерук мăшăрне.
— Эх, карчăк, атăпа ăçта тухса çỹреем? Картишне тухма мана тарăн калуш та юрать. Ĕçе çỹрекелеме ачасене пар. Кăçал çуркунне вăраха каять, теççĕ.
Любовь ФЕДОРОВА.

