Çитĕнекен ăрăва ăс-хакăлпа кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен воспитани парас ĕçе пачăшкăсем те хастар хутшăнаççĕ. Лаш Таяпари Турă Амăшĕ çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ Силуан атте час-час тĕрлĕ шкулта пулса вĕрентекенсемпе тата вĕренекенсемпе тĕл пулать. Мероприятисен вăхăтĕнче пачăшкă ачасене тĕн йăли-йĕркипе паллаштарать.

Елчĕкри Н.А.Петров Раççей Геройĕ ячĕллĕ вăтам шкулта 2-мĕш класра вĕренекенсемпе иртнĕ черетлĕ тĕл пулура Силуан Козлов иеромонах ачасене тĕн уявĕсем пирки каласа кăтартнă. Çавăн пекех вăл православи юррисемпе сăввисен «Турра мухта, чунăм» фестивальте палăрнă Аделина Каширинăна Тав хучĕ парса хавхалантарнă.
Сăн ỹкерчĕкре: Силуан атте 2-мĕш класра вĕренекенсемпе пĕрле.

