Суббота, 7 ноября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Умра — çур аки

Умра — çур аки

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег НИКОЛАЕВ: «Çĕрпе тивĕçлĕн усă курса унран чи пысăк тухăç илесси — пирĕн тĕп тĕллев. Чи малти вырăнта хуçалăхсене элита вăрлăх, ăратлă выльăх, çĕнĕ йышши техника туянма патшалăх енчен тĕрев парасси. Кăçалтан çĕр пулăхне биологи мелĕпе ỹстересси çине пысăк пусăм тăвăпăр».

Хĕлĕн шутлă кунĕсем кăна юлчĕç — çур аки çинчен шухăшлама вăхăт. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ĕç тăвакан власть органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе тунтикун ирттернĕ канашлура çак ыйту тĕп темăсен шутĕнче пулнă. Вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Андрей Макушев пĕлтернĕ тăрăх, 2025 çулта ял хуçалăх производствин индексĕ 110 процентпа танлашнă. Ỹсен-тăран çитĕнтерессипе çыхăннă кăтарту уйрăмах пысăк — 114 процент. Историре пуçласа республикăра çитĕнтернĕ, тирпейлесе пỹлмене кĕртнĕ тĕш тырă виçи 1011 пин тоннăна çитнĕ. Çакă, ун шучĕпе, чи малтанах ял хуçалăх производствин тухăçлăхне ỹстернипе никĕсленнĕ. Кашни гектартан илнĕ вăтам тухăç та рекорд шайĕнче — 36 центнер. Çак кăтартупа эпир федерацин Атăлçи округĕнче виççĕмĕш вырăнта. Сăмах май, пирĕн Елчĕк округĕ те иртнĕ çул тырă туса илессипе рекорд шайне çĕкленчĕ. Çанталăк условийĕ уй-хирти ĕçсене самай чăрмантарнине пăхмасăр ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 101185 тонна тырă алла илнĕ. Пĕр гектартан тухакан вăтам тухăç 42,3 центнерпа танлашнă.

Республикăра та, округра та ытти культурăна çитĕнтерсе пỹлмене хывас енĕпе япăх мар ĕçленĕ. Республикăра çĕр улми илессипе — тăваттăмĕш, пахча çимĕçпе — иккĕмĕш вырăнсенче. Округ уй-хирĕсенче пĕтĕмпе акса-лартса хăварнă ял хуçалăх культурисен лаптăкĕ 41265 гектар пулнă, çав шутран тыр-пул — 23206, выльăх апачĕ валли уйăрнă культурăсем — 14134, техника культурисем — 1588, çĕр улми — 348, пахча çимĕç культурисем 110 гектар йышăннă.

Пулас тыр-пулпа çыхăннă шанчăк пирки калас пулсан — кĕрхи культурăсем аван хĕл каçни паллă. Пĕтни хальлĕхе 1 процент шайĕнче анчах пулнине палăртаççĕ. Çакă кĕркунне тăпрара нỹрĕк çителĕклĕ пулнипе, юрсăр тапхăр вăраха кайманнипе çыхăннă. Синоптиксем кăçал çуркунне ир килессине пĕлтереççĕ. Республикăра акăнакан анасен пĕтĕмĕшле лаптăкĕ 542,7 пин гектарпа танлашĕ. Çак лаптăкăн 52 процентне тĕш тырăпа пăрçа йышши культурăсем йышăнĕç. Вăрлăх кирлинчен те ытларах — 54,3 пин тонна ытла хатĕрлесе хунă. Кондициллин тỹпи пĕчĕкрех — 72 процент. Федерацин «Раççей ял хуçалăх центрĕ» патшалăх бюджет учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн округри уйрăмĕн ертỹçи Олег Карсаков пĕлтернĕ тăрăх, Елчĕк округĕнче паянхи кун тĕлне 4864 тонна (планпа 3929 тонна хатĕрлемелле) вăрлăх хатĕленĕ. Çав шутран 4514 тоннине (84 процент) тĕрĕсленĕ, 4379 тонна вăрлăх кондицине ларнă. Кăштах вăхăт пур-ха, хуçалăхсем ку енĕпе çине тăрса ĕçлеççĕ. Вăрлăх тенĕрен, унăн хамăр çĕршывра хатĕрленĕ сорчĕсен тỹпи пысăклансах пырать.

Республикăн агропромышленность комплексĕ 2020-2025 çулсенче ял хуçалăх техникин 5 пин ытла единицине туяннă. Çапла вара 2019 çулта лаша вăйĕсен кашни 100 гектар пуçне тивекен шучĕ 111-пе танлашнă пулсан пĕлтĕр 170-е çитнĕ. Çур акине хутшăнакан техникăн 96 проценчĕ юсавлă. Аграрисем кăçал усă куракан минерал удобренийĕсен калăпăшне те пысăклатма палăртаççĕ — унсăр паян пысăк тухăç пирки ĕмĕтленни вырăнсăр. Çунтармалли-сĕрмелли материалсем тĕлĕшпе те чăрмавсем пулмалла мар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code