Патреккел ялĕнче пурăннă пулăçа Николай Алексеевич Петрова халалласа йăлана кĕнĕ пулăçсен ăмăртăвĕ иртрĕ.

«Прогресс» хуçалăхăн садĕнчи кỹлĕре иртнĕ ăмăртăва Патреккелĕнчи тата кỹршĕ ялсенчи пулăçсем чылаййăн пуçтарăнчĕç. Тĕрлĕ конкурсра тупăшрĕç вĕсем: «Чи нумай пулă тытакан», «Чи пысăк пулă тытакан», старт илсе палăртнă вырăна чи малтан çитсе шăтăк шăтарса вăлтана шыва яракан тата ытти те. Ăмăртура чи çамрăк тата чи аслă пулăçсене те те уйăрса хăвармарĕç: парнесене Патреккелĕнчи Анастасия Воронцовăпа Владимир Доброхотов тивĕçрĕç. Уçă сывлăшра пиçнĕ пулăпа какай шỹрпине кашниех кăмăлласа астиврĕ.
Пулăçсен ăмăртăвне Н.Петровăн Дмитрий ывăлĕ, аппăшĕн ывăлĕсем Геннадипе Александр Воронцовсем йĕркелерĕç.

