Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Сывă пул, кăмпа!»

«Сывă пул, кăмпа!»

(Шỹтлĕ калав)

Ку мыскара ĕлĕкех, колхозсем арканиччен пулса иртрĕ. Колхоз пуян, ял ĕçченĕсем те лайăх пурăнаççĕ. Пỹрт тулли ача-пăча, картиш тулли выльăх-чĕрлĕх. Хирте кашласа ларакан тырă-пулă, хăмла плантацийĕ аякранах куçа илĕртсе тăраççĕ. Тырă пуçтарса пĕтермен-ха, бригадир хăмла татма йыхравларĕ. Хĕрарăмсем хăмла татма тахçанах хатĕрленме тытăннă: сăра тунă, така пуснă, юр-вар, пахча çимĕç хатĕрленĕ. Хăнасем кĕтнĕ пекех — хуларан пулăшма тăванĕсем, пĕлĕшсем килеççĕ. Отпуск илсех. Ыран хăмла татма каймалла тенĕ чухне Таяпа вăрманĕнче кăмпа шăтса тухни çинчен пĕлтĕм. Хăмли тармĕ-ха, пĕр кун кайманнипе мĕн пулать? Кăмпана вăхăтра татмалла. Кỹршĕ хĕрарăмне Марфăна пĕрле чĕнтĕм. Вăл хаваспах килĕшрĕ. Пиртен инçех мар, çырма урлă — йĕтем. Унта ĕç вĕресе тăрать, тырра аллаççĕ, сăвăраççĕ, пушатаççĕ, тиеççĕ. Марфа упăшки Эçук алланă хыççăн пухăнакан каяшне лашапа çырмана пулăсене çитерме пушатать. Пире хăйĕн лашине парса ячĕ. Эпир лашапа — кăмпана, çынсем — хăмлана. Вăтанма та пĕлетпĕр-ха, хамăр ял хыçĕпе вăрттăн каятпăр. Аслă çул çине тухрăмăр. Хирте ĕç кĕрлесе тăрать. Çул хĕрринчех хĕрарăмсем арпа тиеççĕ, килĕрен пушатса çỹреççĕ. Марфа курăнасшăн пулмарĕ. Эпĕ пуçри тутăра салтса выртакан Марфăна витсе хутăм. Ун çине хăпарса лартăм. Манран ăçта кайни çинчен ыйтрĕç.

— Аслă Таяпана каятăп, — тетĕп сăлтавне палăртмасăр.

Вăррăн çĕлĕкĕ çунать пуль çав. Ман çине шанчăксăррăн пăхнă пек туйăнчĕ. Вăрмана çитрĕмĕр, кăмпи вара нумай — ура пусма пушă вырăн çук. Лашана йывăç çумне кăкарса хутăмăр. Савăтсем тулчĕç. Çитнĕ ĕнтĕ. Киле каймалла çеç. Тин кăна шăтса тухнă кăмпасем ытараймасăр пире илĕртсе тăраççĕ. Çавăн чухлĕ кăмпана мĕнле ĕçе кĕртмелли çинчен шутламастпăр та. Юлашки хут тататпăр тесе татах вăрмана кĕрсе кайрăмăр. Тулли витресемпе лаша патне çитрĕмĕр. Пăхатпăр — пирĕн лаша çук. Йывăç çумĕнче тилхепе татăкĕ çеç юлнă. Лаши те çав пире, ĕмĕтсĕрскерсене, тавăрма шут тытрĕ-ши? Тытăнтăмăр шырама. Вăрман хĕррипе Кĕçĕн Таяпана çитичченех тарăн çырма пур, унта шыв юхса выртать. Темиçе тĕлтен пĕвеленĕ. Çамрăксем унта пушă вăхăтра пулă тытма çỹреççĕ. Çырма тăрăх лашана шыраса утатпăр. Лаша çук. Вăрман хĕррисенче шырарăмăр. Ăçта шырамалла-ши тата? Мĕн тумалла? Марфа йăмăкĕн упăшки — колхоз председателĕ. Марфа йĕме пуçларĕ.

— Ман кĕрĕве çынсем кураймаççĕ, халь ĕнтĕ ăна лаша хакне тỹлеттереççĕ, — тет.

— Лаши хакне иксĕмĕр тỹлĕпĕр-ха, — тетĕп.

— Урапи те çук вĕт-ха тата, — тет.

— Ăна та тỹлĕпĕр, — тесе лăплантаратăп. — Ĕç укçинчен тытса юлĕç-ха.

Çапла калаçса пыратпăр. Икĕ алăра икĕ витре, тилхепе татăкĕ. Пиртен инçех те мар кăвакал кỹлли текен пĕчĕк кỹлĕ пур. Унта выльăхсене шыв ĕçтерме илсе пыраççĕ кĕтỹçсем. Кỹлĕ патĕнче пирĕн колхоз председательне турттаракан Марфа ывăлĕ Костя автомашини умĕнче тăнине курах кайрăмăр. Марфа ывăлне кăшкăрма тытăнчĕ.

— Кил-ха! Кил!

Иккĕнтен кăшкăратпăр. Алăсемпе сулкалашатпăр, юнатпăр. Пуçне те çĕклемест. Машинине çăвать. Хамăр çав тери çилленнĕ.

— Вăт путсĕр ача, тăван амăшне те хĕрхенме пĕлмест. Эпĕ ăна пĕчĕккĕ чухне мĕн чухлĕ пăхнă. Çĕр каçипе çывăрман вăхăтсем те пулнă. Çавсем çине шанса ватăлмалла ĕнтĕ. Киле çиттĕр кăна. Мĕн тумаллине хам пĕлетĕп. Мĕншĕн хĕрхенмелле мар тăван амăшне, мĕншĕн хирĕç килмелле мар?!

Вăрçа-вăрçах машина патне çитрĕмĕр. Костя пирĕн çине çаврăнса пăхрĕ. Костя мар, колхоз председателĕ! Эпир тĕлĕннипе юпа пек хытса кайрăмăр. Ни малалла, ни каялла. Вăл тытăнчĕ арăмĕн аппăшне ятлама.

— Эсĕ мĕнле хĕрарăм? Çынсем ялĕпех хăмла татаççĕ. Эсĕ кăмпа тăрăх сĕтĕрĕнсе çỹретĕн. Выçăпа аптăратăн-им?

Намăс. Мана ĕнтĕ, «хĕрĕме калам, кинĕм илттĕр» тенĕ пек, тĕкĕнмерĕ.

— Ларăр! — тесе кăшкăрчĕ.

Мĕн тăвас тен, шиклене-шикленех машинăна лартăмăр. Çул тăршшĕпех пĕри те пĕр сăмах чĕнмерĕ. Йĕтеме çитрĕмĕр.

— Анăр! — терĕ хайхи.

Антăмăр. Ассăн сывласа ятăмăр. Йĕтемпе юнашарах — лаша вити. Тỹрех витене тапса сикрĕмĕр: пушă, лашасем çук.

Председатель йĕтемрен тухса кайнине вăрттăн пăхса тăратпăр. Кайрĕ! Халь пирĕн тепĕр суда кĕмелле вĕт! Хăра-хăрах Эçук патне çитрĕмĕр. Пире курсанах тарăхса кайрĕ хайхи.

— Сĕтĕрĕнчĕксем! Ăçта çапкаланса çỹретĕр? Лашăр ăçта? Мана кунта кунĕпе вăрçаççĕ. Отхочĕ тулса ларнă.

— Пирĕн лаша тарнă.

— Айвансем! Лашана тилхепинчен кăкарса хураççĕ ăна!

— Кăкарнăччĕ те, татса тарнă.

— Çухалăр куç умĕнчен. Лашăра тупса килĕр.

Киле çитсе икĕ витре кăмпана хурса хăвартăмăр та, каллех лаша шырама кайрăмăр. Хирте ĕçлекен комбайнерсенчен ыйтрăмăр, курман. Хĕрарăмсем яла таврăннă. Ял хĕрринче пурăнакансенчен ыйтрăмăр.

Тепĕр посадкăна çитрĕмĕр. Çул хĕрринче пирĕн лашанни евĕр урапа çумĕнче лаша тăрать.

— Все! Лашана тупрăмăр. Чуп хыçалтан, эсĕ вăр-вартарах, — тет Марфа.

Чупма тытăнтăм çеç, лаши те чуптарма тытăнчĕ. Шуршу ялне çитсе пыратăп вĕт. Яла кĕрсе кайрĕ.

— Ыран ирех лаша шырама Шуршăва каятпăр.

Тĕттĕмленме пуçларĕ. Хамăр савăнăçлă. Лаша тупăнчĕ! Ял енчен пĕр юланутçă вĕçтерсе килет. Пире асăрхарĕ пулмалла. Тем кăшкăрать, аллипе хăлаçланать. Пирĕн пата çитсе тăчĕ. Костя иккен.

— Ăçта аташса çỹретĕр? Лашăр тупăннă. Дворта, — тет.

— Мухтав Турра! — хаш сывласа ятăмăр.

Тĕттĕмленсе çитнĕ çĕре двора çитрĕмĕр. Лаша тỹрех ут кĕтĕвне çул тытнă иккен. Урапа — картишĕнче. Анчах пырса пăхрăмăр та — пĕр ырă кăмпа та çук. Мимĕр. Кăмпа пĕтрĕ!

— Сывă пул, кăмпа, — тетпĕр. Тепĕр кунне ирех хăмла татма кайрăмăр. Çакăн пек намăс курнă хыççăн ĕçрен пăрăнмарăмăр тек. Иккĕмĕш хут йăнăш утăм тусан ял халăхĕ мĕн калĕ?

Вăрмана кайман пулсан…
Эçук лаша паман пулсан…
Тỹрех хăмла татма кайнă пулсан…
Пулсан… пулсан… пулсан…
Çапла, тем те пулать пурнăçра.

Исония ВОЛКОВА.
Хăвăлçырма ялĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code